Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саманта (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӗ пӗр саманта алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Джонни приостановился в дверях.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Ӑс-хакӑл — тискер ҫак вырӑнӑн пӗртен пӗр сӑнчӑрӗ — сулланса кисренес саманта та кӗҫех кӗтсе илетпӗр ак…

Недолго ждать, когда пошатнётся даже разум, — единственные цепи на этом чудовище.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вырӑн ҫине тӗсесерех пӑхрӗ те йӗкӗт пӗр саманта шанк! хытнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий паҫӑрхи, клуба бал-маскарада тухса утас саманта куҫӗ тӗлне турӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Никандр та тӗлӗрсе ирттермерӗ ку саманта.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви те, ни ырӑ, ни усал палӑртмарӗ урӑх, хӗрӗн татӑклӑ сӑмахне чӗри патне ҫитернӗрен тӑн-н хытрӗ те пӗр саманта, ӗнтӗ нимӗн те ҫӗнӗлетме ҫуккине ӑнкарсан, пусӑрӑнма тапратнӑ юра татах та пусӑрӑнтарса, хӑйсен пӑрӑнкӑҫнелле — Ҫуткасалла — анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, эп мӗн… — сӑмах шыраса хӑшкӑлнӑн, тем саманта чӗптӗм те шарламарӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр саманта урата урлӑ ярса пусма тӑхтаса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, сӳтӗлнӗ шухӑш ҫиппине хӑпӑл-хапӑлах шыраса тупайманла, тем саманта, тин кӑна тапранакан кӑчӑр ҫил шавне тӑнласа, шӑпӑрт тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ман кӑкӑрта тем япала ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе, сывлӑша пӳлнӗн туйӑнчӗ; анчах ку пӗр саманта кӑна пычӗ: куҫран куҫҫуль пӑчӑртанса тухрӗ те, мана ҫӑмӑл пулса кайрӗ.

Как будто, поднимаясь все выше и выше, что-то вдруг стало давить меня в груди и захватывать дыхание; но это продолжалось только одну секунду: на глазах показались слезы, и мне стало легче.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӳмеллӗ ҫӑмӑл урапа, тӑвайккинелле хӑвӑрт анса, хӑма сарса тунӑ кӗпер урлӑ кӗмсӗртеттерсе каҫать; эпӗ хускалма та хӑратӑп, самантран саманта хамӑр пурте пӗтессе кӗтетӗп.

Бричка шибко катится под гору и стучит по дощатому мосту; я боюсь пошевелиться и с минуты на минуту ожидаю нашей общей погибели.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юлашкинчен Иван Алексеевич ҫынсем шӑпланнӑ пӗр саманта суйласа илчӗ те ура ҫине тӑчӗ.

Наконец Ивану Алексеевичу удалось выбрать минуту тишины, и он поднялся.

40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫил юлашки хут хыттӑн, пӗтӗм вӑйпа вӗрсе иртрӗ те — ҫумӑр ҫак саманта кӗтсе тӑнӑ пекех шавласа, «кӗмсӗртетсе, пирӗн ҫине витререн сапнӑ пек сапма тапратрӗ.

Последний порыв ветра, мгновение тишины — и дождь, словно только и ждал этой минуты, с шумом, с грохотом, сплошными, непроглядными потоками обрушился на нас.

37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл аллине тутисем патне тытса темле хутлансах ларнӑ, ҫав тери кӗтнӗ-ҫке вӑл ҫак саманта!

Он прижал руку к губам и как-то весь съежился.

16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӗр самантлӑха, вӑл ӑнсӑртран пуҫне ҫӗкленӗ вӑхӑтра, вӗсен куҫӗсем хире-хирӗҫ пӑхса илнӗ — вӑл та вара ҫак ҫамрӑк ҫын ҫинче ӑнлантарса пама май ҫук япала пуррине туйса илнӗ, ҫав япала ӑна пӗр саманта ӗҫлеме чарса лартнӑ.

Его глаза на мгновение остановились на ней, она поймала этот взгляд и тоже почувствовала безыменное нечто, заставившее ее прервать свое занятие.

I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

«Чунӑм» тенисӗр пуҫне нимӗн те калаймарӗ хӗр, пӗр саманта куҫҫульпе тӑварланнӑ тутипе каччӑ тути ҫумне вашт ҫыпҫӑнчӗ те, пуҫне пӗксе, ушкӑн хушшинчен тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тем саманта тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ Нинӑна ҫак ытлӑхлӑ пархатар.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫу киленӗҫне путнӑскер, йӗкӗт капла хӑтланнипе тӑрук аптраса ӳксе, ун ытамӗнче пӗр саманта тӑн-н хытрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

… Мукуҫ мучи, ферма тавралла витесене-мӗнсене пӑхкаласа, ют сас-чӗв пуррипе ҫуккине тимлесе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн (Мукуҫ мучи — ӗне фермин каҫхи хуралӗ) пӳрте кӗчӗ те, хӑйӗнчен саманта та вӗҫертмен кукӑр пуҫлӑ самаях хулӑн туйине алӑк кутне сӗвентерсе хӑварса, каланкка ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫине пырса ларчӗ, шӑлаварӗн шалпар кӗсйинчен тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ чӗлӗмне васкамасӑр кӑларчӗ те, енчӗкӗнчен махоркипе чӑпӑкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчӗкне мучи шӑлаварӗн тепӗр кӗсйине чиксе ҫӳрет), ҫӑра та йӳҫӗ тӗтӗме сипетлӗн паклаттарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ильсеяр шӑпах чи «кӑсӑк» саманта пырса ҫитрӗ.

Ильсеяр подоспела к самому «интересному» моменту.

XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех