Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саламлани (тĕпĕ: саламла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шлепкене пуҫ ҫинчен кӑшт ҫӗклесе саламлани те ҫыннӑн мирлӗ кӑмӑлне кӑтартнӑ.

И обнажать голову стали из мирных побуждений, выражая покорность.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Райком секретарӗн сӑмахӗсем те, партактив шавлӑн саламлани те хумхантарчӗ ӑна.

Его взволновали и слова секретаря райкома, и шумное приветствие партактива.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйне саламлани ҫине ответ парса, Павлин унӑн шукӑль кӗлеткине ирӗксӗрех интересленсе пӑхса илчӗ.

Ответив на приветствие, Павлин с невольным любопытством оглядел его щеголеватую фигуру.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакна илтсен пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ; анчах та лавпа юнашар ерипен утса пыракан упӑшкан капӑр тумланнӑ арӑмне капла саламлани питех мар пек туйӑнчӗ пулас; хӗрлӗ питҫӑмартийӗсем ҫулӑмланчӗҫ, путсӗр йӗкӗт пуҫӗ ҫине вара, ҫумӑр пек, ятарласах суйласа илнӗ ятламалли сӑмахсем тӑкӑнма пуҫларӗҫ.

Хохот поднялся со всех сторон; но разряженной сожительнице медленно выступавшего супруга не слишком показалось такое приветствие: красные щеки ее превратились в огненные, и треск отборных слов посыпался дождем на голову разгульного парубка.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӗсем саламлани ҫине ответлемесӗрех тата пӗр сӑмах та чӗнмесӗр, Гилле тӑшман вилли патне пырса тӑнӑ.

Не ответив на приветствия, Гилле молча подошел к убитому врагу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Тата пӗр уйӑхран Володя ҫакнашкал шухӑшлама пуҫларӗ: пурнӑҫра чи интересли — класа журналпа, глобус е кайӑк катемпи йӑтса кӗни, класа кӗрсен пурте ура ҫине тӑрсан сана сасӑпа пӗр харӑс саламлани; эсӗ пур, сӗтел хушшине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларатӑн, стена ҫине илемлӗ картина ҫакатӑн, пурне те пӗлетӗн, сана пурте сума сӑваҫҫӗ, пурте итлеҫҫӗ, тата кӑштах хӑраҫҫӗ те; эсӗ класс журналне мӗн ҫырнине пурне те вулама пултаратӑн, тӗрлӗ отметкӑсене пӑхса илетӗн, иртӗнме пуҫласан, кирек мӗнле вӑйлӑ ачана та класран кӑларса яратӑн, хулӑн хӗрлӗ кӑранташпа е унтан та ытларах, хӗп-хӗрлӗ чернилпа тетрадьри йӑнӑшсене туртатӑн та, аяла: «В. Дубинин пӑхса тухнӑ. 100 йӑнӑш. Пит япӑх» — тесе ҫыратӑн.

А еще через месяц Володя уже твердо решил, что самое интересное в жизни — это входить с журналом в класс, неся глобус или чучело какой-нибудь птицы, и чтобы все в классе сразу вставали, как только ты появишься, и громко хором здоровались с тобой; ты садишься важно за стол, вешаешь красивую картину на стену, и ты все знаешь, тебя все уважают, все слушаются и даже немного побаиваются; ты можешь читать все, что написано в классном журнале, и заглядывать в любые отметки; ты имеешь право вывести из класса любого силача, если он забалуется, и толстым красным карандашом или — даже более того — совершенно красными чернилами подчеркивать ошибки в тетрадях и подписываться внизу страницы: «Смотрел В. Дубинин, 100 ошибок. Очень плохо»…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку ӗнтӗ вӑл Майӑн пӗрремӗшӗпе саламлани пулать.

Это его поздравление с Первым мая.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Суйлавҫӑсем участоксене лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа килни вӗсем пӗлӗшӗсене е кӳршисене курсан «Уяв ячӗпе!» тесе саламлани те ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех