Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
савӑнӑҫлӑн (тĕпĕ: савӑнӑҫлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшӗ такӑнмасӑр вулама пултарать, штупӑ та пурте ӑнланмалла пултӑр, — савӑнӑҫлӑн йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ арҫын, ашшӗпе ывӑлӗ, ҫенӗк алӑкӗ умӗнче пӗр-пӗрне савӑнӑҫлӑн ыталаса илчӗҫ те ҫаплипех пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мария Тимофеевна, кил-ха кунта! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ савӑнӑҫлӑн кулкаласа тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула ҫухалнӑран вара унӑн чӗри пуҫламӑш хут савӑнӑҫлӑн тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ӑшӑ ҫу каҫӗсенче пуҫтарӑнса пӗр-пӗр касра вӑйӑ выляса савӑнӑҫлӑн вӑхӑт ирттеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Савӑнӑҫлӑн утса пыраҫҫӗ ҫынсен хушшипе.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Куля, сӗтел умне пырса, амӑшӗн куҫӗнчен савӑнӑҫлӑн пӑхса хулпуҫҫи урлӑ ҫакӑнса тӑракан пушӑ кутамккине сак ҫине хучӗ, ун ӑшӗнчен марльӑпа черкенӗ пысӑках мар ҫыхӑ салтрӗ те амӑшӗ умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Шӑнкӑрав ачасене савӑнӑҫлӑн шарт сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Миша савӑнӑҫлӑн кулать, ҫав хушӑрах хӑйӗн сӑнӗ шурса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ Раман ӗҫ хыҫҫӑн барака хӑюллӑн, савӑнӑҫлӑн килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтакпа ун арӑмӗ ҫине вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пек савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хама ҫав тери телейлӗ ҫын тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫынран пӗри те пулин вӗрентекен ҫул-йӗрне суйласа илчӗ пулсассӑн, ку — пысӑк телей» — савӑнӑҫлӑн пӗлтерет Н.Г.Боровкова.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ҫак кун республикӑри икӗ ҫамрӑк пӗр ҫемьене пӗрлешнине савӑнӑҫлӑн, халӑх-йӑли йӗркипе паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Ҫакна курса тӑракан мучи те савӑнӑҫлӑн лӗхлеткелесе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑнах та-ҫке, икӗ ҫын кашни пушӑ минута пӗрле ирттереҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармаҫҫӗ, вӗсен пытармалли те нимӗн те ҫук пулсан, ҫывӑрма выртнӑ чух ҫӗрлехи вӑхӑта вӑл сана унран уйӑрнӑшӑн кураймастӑн пулсан, ирхине, малта яра кун пулассине тата кунӗпех пӗрле пулма май пуррине туйнипе савӑнӑҫлӑн вӑранатӑн пулсан — ун ипе чух ним ҫинчен те ыйтмалли ҫук…

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнер каҫхине ҫеҫ вӑл савӑнӑҫлӑн шухӑшларӗ: унӑн малта тата вун икӗ пушӑ кун пурри мӗн тери аван!

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Вара… вара эсир ҫак ӳкерчӗке ӑҫта тунине пӗлме пултарайӑр-и? — тӳсӗмсӗр те савӑнӑҫлӑн ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать! — терӗ те Володя ҫирӗппӗн, самантрах шӑпланса ларчӗ; ҫак хӑрушӑрах каҫхине унӑн сасси ытла та уҫҫӑн, ытла та савӑнӑҫлӑн янрарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юр пӗрчисем тӳперен савӑнӑҫлӑн выляса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех