Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫлине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман Ҫтаппана кунашкал савӑнӑҫлине пӗртте курманччӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Савӑнӑҫлине ыттисем юрлаччӑр, савӑнса пурӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑнӑҫлине кӑтарт.

— Показывай зрелище.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Савӑнӑҫлине сӑвӑлама — чуну туртмасть-и? — тесе ыйтрӗ вӑл, ассӑн сывласа.

— А весёлое — не склонен сочинять? — спросил он, вздыхая.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Мӗншӗн савӑнӑҫлине ниепле те ӑнланса илейместӗп.

Я никак не мог понять, отчего им так весело.

Пӗрремӗш хут ҫапӑҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Каялла таврӑнма хушнӑ, — терӗ Васильев, хаяр сӑнлӑ пек пулса, хӑй савӑнӑҫлине тата темӗн пекех пӗлме тӑрӑшнине систермесӗр, — эсир тата тарӑнрах анатӑр… — Вӑл тарӑнӑша кӑтартакан прибор ҫине пӑхса илчӗ.

— Приказано было возвращаться, — сказал Васильев, скрывая под внешней суровостью радостную взволнованность и нетерпение, — а вы спускаетесь еще глубже… — Он бросил взгляд на прибор глубины.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Мӗн те пулин савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерес килет, анчах халӗ савӑнӑҫлине, хӗпӗртемеллине камран кивҫен илӗн ӗнтӗ?.. —

Хочется радостное что-нибудь передать, но где его займешь сейчас — радостное и веселое?..

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Клера, мӗн те пулин савӑнӑҫлине выляттар-ха.

Клера, заведи что-нибудь веселое.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Малтанах вӑл савӑнӑҫлине, чи савӑнӑҫлине ярасшӑн пулчӗ, анчах юлашки самантра вӑл пырӗнче кӳренӳ куҫҫулӗсем капланнине туйса, хӑйне хӗрхенсе, урӑххине суйларӗ.

Сначала она хотела запустить веселую, самую веселую, но в последний в момент к горлу подступил комок, пожалев себя, выбрала другую.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Хӑйсене мӗншӗн савӑнӑҫлине ӑнланмарӗҫ вӗсем, пӗр-пӗрин хушшинче хаваслӑ сӑмах-юмах та шӗкӗлченсех пычӗ, ларсах ҫитмен улшӑнчӑк сасӑпа юрласа та илчӗҫ.

Им неведомо отчего радостно, промеж них и веселый разговоришко вспыхнет, и песню затянут ломающимися, несозревшими голосами.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Марийка ҫав тери савӑнӑҫлине Андрей хӑй те курчӗ, ҫавӑнпа та вӑл Марийкӑна ку савӑнӑҫ пысӑках маррине, хӑй киле ӑнсӑртран ҫеҫ килсе кӗнине аса илтерсе хурлантарасшӑн пулмарӗ.

Андрей видел, как Марийка счастлива, и не хотел напоминать Марийке, что неурочный его приход — невелика радость.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл хуҫи савӑнӑҫлине, кулса яма хатӗррине тата ытларах палӑртса тӑрать.

Показывал еще больше, что его хозяин готов радостно и весело засмеяться.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех