Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савнийӗ (тĕпĕ: савни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савнийӗ ун ҫине тем ыйтас пек, тем калас пек тинкерсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах Гонасед савнийӗ патне янӑ ҫыру, вӑл хӑйне хӑй вӗлерессине хыпарланӑскер, никама та иккӗлентермест.

Подлинная записка Гонаседа к любовнице, гласящая, что певец покончил самоубийством, была неоспорима.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Самах — яла савнийӗ патне ирхи ултӑ сехетчен кайнӑ контрабандист пирки.

Речь шла о контрабандисте, ушедшем в село к возлюбленной на срок до шести часов утра.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ ӑна хамӑн пулӑшӑва сӗнесшӗнччӗ, тенкел ҫинчен тӑнӑччӗ те ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра вӑл паллакан ҫын, савнийӗ пулас, Эмиль ятлӑскер, курӑнса кайрӗ; хайхискер хӗрарӑма лӑплантарать, унӑн ашшӗ таврӑнни, амӑшӗ сывални пирки евитлет; вара вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче чуп турӗҫ; шӑп ҫак самантра хайхи йӗксӗк — эпӗ ӑна сӑнасах лараттӑмччӗ — пистолетне йӑпӑр-япӑр кӑларчӗ те Эмиле персе пӑрахрӗ, унтан, тӑнне ҫухатнипе ӳкекен хӗре ярса тытса, ӑна сӗтӗрсе каясшӑнччӗ, анчах эпӗ хӑвӑрт кӑна тӗллерӗм те йӗксӗке уринчен кӗрӗслеттертӗм.

Я хотел уже было предложить ей свои услуги и встал, но в это время показался ее знакомый, должно быть, жених, Эмиль, который утешил ее, сказав, что ее отец вернулся, а мамаша выздоровела; и они поцеловались при всей публике; тогда мерзавец, с которого я не спускал глаз, ловким выстрелом из пистолета свалил Эмиля и, подхватив упавшую в обморок девушку, хотел утащить ее, но я, быстро прицелившись, всадил ему в ногу пулю.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Савнийӗ… вилнӗ унӑн.

Умер ее жених.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтме пулнӑ савнийӗ Альтюк качча тухнине тӳссе ирттернӗскер, Хӗлимун Крапивин каярах Сӑпание юратса пӑрахма та хатӗрччӗ ӗнтӗ, ӑна качча илес шухӑш та пурччӗ пуҫра.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавна май вӑл Телегина савнийӗ тӗлӗшпе кӑна мар, ӗҫӗ пирки те пулӑшӗ, тен…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлимун чунӗ вӑрҫа кайичченхи савнийӗ Альтюк еннех туртӑннӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫилли-тарӑхӑвӗ тулса ҫитнӗ Хӗлимун чӑтаймасть, савнийӗ вилнӗ каҫах, тавӑрас шутпа, Кашкӑрсен кил-ҫуртне те, шыв арманне те вут тӗртсе ҫунтарать, хӑй ялтан тухса тарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Улька Никифоров савнийӗ пулни Ваньккана тахҫанах паллӑ та-ха, ҫапах унӑн чӗри хӗссе-хӗссе илчӗ, кӑмӑлӗ те сӳрӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав юлташ, командир вӑл ялти учитель ачи, Урапа Ваньккин пӗрле ӳснӗ тантӑшӗ, Ҫӑпата Улькин савнийӗ Давид Никифоровчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл та пурнӑҫне синкерлӗ вӗҫлерӗ — Кашкӑр Алюшне ирӗксӗртен качча тухнӑскер, савнийӗ Хӗлимун Крапивин яппун вӑрҫинчен таврӑнсан, хуняҫи арманӗн пӗвине сиксе вилчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тунмасӑр каласан, ҫакнашкал самантсенчен Телегин яланах кӑшт шикленет, мӗншӗн тесен, унтанпа ултӑ ҫул иртнӗ пулин те, улахрах ҫӗрте Ольга Матвеевна унран час-часах хӑйӗн савнийӗ Давид мӗнле вилни ҫинчен каласа пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлташ ҫеҫ эп уншӑн, чӗре савнийӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Савнийӗ ҫырӑва хӑварнӑранпа виҫӗ кун иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тепӗр чухне тӳртен те килетпӗр, — Юрӑпа алӑ тытнӑ хыҫҫӑн хуравларӗ Ленӑн савнийӗ, Петя.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ленӑпа савнийӗ лӑштах сывласа янӑ пек туйӑнчӗ Юрие.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Юра, — ачашшӑн пырса сӗртӗнчӗ Аля коридорта пирус туртса тӑракан савнийӗ ҫумне, — санӑн манпа нимӗн ҫинчен те калаҫмалли ҫук-и вара?

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Юлашкинчен савнийӗ пурӑнакан хваттер алӑкӗн шӑнкӑравне пырса пусма хевте ҫитерчех вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Канашран ҫыру илчӗ вӑл ӗнер: Лидӑн пулнӑ савнийӗ ку шӑматкун Шупашкара театр курма килесси пирки ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех