Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ретне сăмах пирĕн базăра пур.
ретне (тĕпĕ: ретне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, эпӗ те ҫимакурсен ретне кӗтӗм-ҫке…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пахча ҫимӗҫ сутакансен ретне тупса пырса тӑчӗ, пӗр-пӗр хӗрарӑмран пулӑшу ыйтса панулми сутма вӗренесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пантее те, акӑ, тӗрмерен тухсанах ҫӗршыва хӳтӗлекенсен ретне тӑратӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ кандидатсене парти ретне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Конференци иртнӗ // Людмила Макарова. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%ba%d0%b ... %bd%d3%97/

Пишпӳлекре пулас салтаксене чӗннӗ Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне кӗрхи призыва халалланӑ ҫулленхи савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ.

В Бижбуляке состоялось ежегодное торжественное мероприятие, посвященное осеннему призыву новобранцев в ряды Вооруженных сил России.

Пишпӳлекре призывник кунӗ иртнӗ // Неля Сабахова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3479970

Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне кӗрес текенсем (347) 218-19-19, 122 (хушма 1) тата 117 телефонпа шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.

Желающие вступить в ряды вооружённых сил России могут позвонить по телефонам (347) 218-19-19, 122 (доб. 1) и 117.

Пушкӑртра ВДВ танк батальонне йӗркелесси вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3456025

Унсӑр пуҫне, ҫар ҫыннисен пӗр йышӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине каять, унта «Башкортостан» мотострелковӑй полкӑн ретне тултарать.

Кроме этого, определённое количество военнослужащих отправятся в зону специальной военной операции, где вступят в ряды мотострелкового полка «Башкортостан» .

Пушкӑртра ВДВ танк батальонне йӗркелесси вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3456025

Вӗсен вырӑнне яваплӑ инвесторсем тупӑннӑ хыҫҫӑн лав тинех вырӑнтан тапраннӑ, «ҫерем уҫассипе» округри ҫӗр ӗҫченӗсем Чӑваш Енре малтисен ретне тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Ҫав офицер вара Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ та служба малалла пынӑ май генерала ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрарӑм шкап алӑкне уҫрӗ, вара Завьялов пӗчӗк ҫеҫ ещӗксен вӑрӑм ретне курчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Чкалов ҫав ӗмӗте ӑшра тытсах Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫав хушӑра сисмесӗрех ҫар ретне тӑмалли вӑхӑт та ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Вӑл пӗлӳ панӑ ачасем Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗ, Экономика аслӑ шкулӗ, Кутафин ячӗллӗ юридици университечӗ, Бауман ячӗллӗ технологи университечӗ, Санкт-Петербург тата Хусан патшалӑх университечӗсем, ҫӗршыври ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем ирттернӗ олимпиадӑсене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Юлташсем те ҫаплах калаҫҫӗ: арӑмунтан халех уйрӑл, вара тин этем ретне кӗретӗн, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

1943 ҫулта коммунистсен ретне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

1919 ҫулта Трифон Федоров Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ҫав ҫулхинех аттемӗр Максим Иванович Иванов ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

— Аэропортри коммунистсем мана парти ретне илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Илья Степанович 1940 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ҫар ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветеран 102 ҫулпа пырать // Галина МАЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/%d0%b2%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех