Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур ҫӗрте те оливка ращисем курӑнаҫҫӗ.
Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Эпир сухаласа пӑрахнӑ анлӑ хир тӑрӑх пыратпӑр; ун ҫийӗнче ҫавӑн пекех сухаласа пӑрахнӑ ҫав тери вашӑк, ҫӳлех мар тӗмескесем хумсем пек курӑнаҫҫӗ; куҫа мӗн пурӗ те пӗр пилӗк ҫухрӑма яхӑн пушӑ анлӑш курӑнать; аякра — пӗчӗк хурӑн ращисем ҫеҫ хӑйсен ҫавракаллӑ картлӑ-картлӑ тӑррисемпе ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнин тӳрӗ йӗрне пӑсаҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Сирӗн куҫ умне чуллӑ ҫырансенчен анакан шавлӑ юханшывсем, ун ҫыран хӗррисенчи ҫӑра тростник тӗмӗсем, вӑрмансем, — унта халь те тигрсем тӗл пулкалаҫҫӗ-ха, пур енӗпе те курӑнса выртакан сӑртсем курасшӑн: Гималай патне ҫитичченех пӗлӗтелле хӑпаракан пӑр картлашкасем, ту аяккинчи мӗнпур илемлӗх; ҫунӑк тӗслӗ тӗксӗм пушхирсем; бананпа финик ращисем; шуррӑн-симӗссӗн курӑнакан ҫӗр мамӑк уйӗсем тухса тӑраҫҫӗ.
Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Кунта пур ҫӗрте те яка чулсем: пур ҫӗрте те ҫап-ҫара чул тусем, сӑртсем, чул шӑрчӗсем; чӑнках мар ту тайлӑмӗсем имшеркке вӗтӗ курӑк ҫыххисемпе е вӗтӗ тӗмсемпе витӗнкеленӗ, айлӑмсен тӗпӗнче вара сайра тӗл пулакан ҫӑлкуҫсем ҫумӗн йывӑҫсемпе тӗмсен пӗчӗкҫӗ ращисем хӑйсем валли хӳтлӗх тупнӑ.
3. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти тусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Сӑмахран, Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗр пайӗнче темиҫешер километр тӑршшӗпе те пӗр пысӑк мар ҫырма таврашӗ те ҫук; унта уй-хирсем, ҫарансем тата хурӑн ращисем инҫене сарӑлса выртаҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Унта тинӗс хӗрринчи хула сӑнӗсем, банан ращисем, авалхи ҫурт-йӗрсем, палуба ҫинчи моряксем, слон ҫинчи ҫынсем, хумсене касса пыракан катер, урисене браслет тӑхӑннӑ хура ӳтлӗ ташлакан хӗрарӑм, хулӑн туталлӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ хура ачасем пур, — пурте пӗлмен япаласем, вӗсем мӗн иккенне пурне те ыйтса пӗлмелле.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӗсене хирӗҫ, кӑнтӑр ҫыннисене хӑйсен вуллисен шура тӗсӗпе ачашласа, е пӗччен хурӑнсем чупса иртеҫҫӗ, е тӗксӗм-сарӑ хырсен ращисем, е йывӑҫ ҫуртсем, е тӗмӗсем чупса иртеҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Ку тусем малтан ҫара хысаксем пулнӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ. — Халӗ вӗсене хулӑн тӑпра сийӗ витсе тӑрать, вӗсем ҫинче, садсем хушшинче, чи ҫӳллӗ йывӑҫсен ращисем ӳсеҫҫӗ: аялта, нӳрлӗ лапамсенче, кофе йывӑҫӗсен плантацийӗсем; ҫӳлерех — финик пальмисем, смоква йывӑҫӗсем; виноград пахчисем сахӑр тростникӗсемпе хутӑшса кайнӑ; хирсенче тулӑ та пур, анчах пуринчен ытларах рис», — «Ку мӗнле ҫӗр вӑл?»
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1