Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳртӗнче (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта пусӑ йӑтӑнса аннӑ-и, клуб хупӑ тӑрать-и, кӗпер ҫӗмрӗк-и, фельдшер пӳртӗнче сивӗ-и, шкул валли вӑхӑтра вутӑ хатӗрлемен-и, яланхи комиссисем япӑх ӗҫлеҫҫӗ-и — ҫырать те ярать хаҫата.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Илюхинсен пӳртӗнче кӑнтӑрла та тӗттӗм, пӑчӑ, ҫавӑнпа алӑка яр-и уҫса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каччӑ шутланӑ пекех, Поля пуян пурӑнать иккен: пӳртӗнче ӑҫта ан пӑх — кавирсем, хаклӑ япаласем.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ма мӑрьене хупмасӑрах ҫывӑратӑн, кӑмаку тахҫанах ҫунса тухнӑ вӗт, пӳртӗнче упа улать, — тесе вӑратрӗ ӑна Рита, вара, тусӗ вӑранса ҫитессе кӗтмесӗрех, юшкӑна хупса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӳртӗнче ултӑ чӳрече, кашнин айӗнчех вӗри шыв батарейи пур.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Парамунӑн Хветӗр пӳртӗнче пурӑнма нимӗнле права та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫилӗллӗ куҫӗсемпе тиечук ҫине пӑхрӗ пуп: «Кусене хуралҫӑсен пӳртӗнче тытса чарайман ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хурал пӳртӗнче икӗ вӑрӑ-хурах пур.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра хурал пӳртӗнче акӑ мӗн пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра Огуречников Платун пӳртӗнче Макҫӑма тӗпчесе пӗлме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ваше благороди, хурал пӳртӗнче мӗн тӑвас манан?

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗркаҫ выльӑхсен пӳртӗнче ҫӗр каҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей картишӗнчи выльӑх пӳртӗнче кӑтӑш пулнӑ, Сахар кайри пӳртри йывӑҫ кравать ҫине салтӑнмасӑрах выртнӑ та, ыйхӑ килменнипе, енчен енне ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Амӑшӗ ҫурт ӑш-чиккине тирпейлерӗ, кайри пӳртӗнче апат хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку хуҫан картишӗнчи выльӑх пӳртӗнче пурӑнакан тарҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергейсен пӳртӗнче вуннӑллӑ лампа ҫуталса кайсан, Хрестук хӑй сисмесӗрех кӑкӑрне чӑмӑртаса тытрӗ, темшӗн ҫак самантра ӑна чӗри кӗҫ-вӗҫ тухса тарас пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ-ши вӗсем? Пӳртӗнче епле-ши?» — час-часах шухӑшлатчӗ вӑл, анчах халиччен те кунта килме сӑлтавӗ тупӑнманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Турхансем ярса илнӗ староста пӳртӗнче.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртӗнче ҫутӑ пур, ҫывӑрма выртман, — терӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫумӑр айне пулнӑскерсем вӑрман хуралҫи пӳртӗнче ӑшӑнса лараҫҫӗ-ши?.. — ун пек те, кун пек те тупсӑмӗ тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех