Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗмӗ (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Канашра манӑн лайӑх хваттер пур: кухня, ҫывӑрмалли пӳлӗм, гостинӑй текенни, ваннӑй пӳлӗмӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Савельич ун хыҫҫӑн тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ, хӑйне тӗлӗкре мар-ши тесе, ватӑ пуҫне сулкаласа илчӗ те, каялла ҫаврӑнса, инженер пӳлӗмӗ еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Акӑ пионерсен пӳлӗмӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӳлӗмӗ пӗчӗк пулин те, мӗн кӑна ҫук-унӑн: пысӑк радиоприемник, патефон, фотоаппарат, сӗтел-пуканӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, шифоньер тулли чаплӑ тумтир.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пионерсен пӳлӗмӗ пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗрремӗш хутра тӗл пулнӑ хитре пике ҫине тинкерсе пӑхакан вӑтам ҫулсенчи арҫын хӗре вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмӗ иккӗмӗш хутра пулнине пӗлтерчӗ те: «Тен, тӗл пулӑпӑр-ха», — тесе урамалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑрушсӑрлӑх техника инженерӗн стройка еннелле уҫӑлакан пӗр чӳречеллӗ пысӑках мар пӳлӗмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗп инженер пӳлӗмӗ секретарӑннинчен чылай пысӑкрах, ҫутӑрах.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Барак пӳлӗмӗ пысӑк мар.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пысӑк мар кивӗ йывӑҫ ҫуртра пӗр енче начальник пӳлӗмӗ, тепӗр енче — бухгалтери.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Темиҫе хутлӑ пароход ӑшӗнче каютӑсем, апатланмалли пӳлӗмсем, кухньӑсем тата ытти кирлӗ пӳлӗмсем; вӗсенчен аялта машина пӳлӗмӗ, унта ҫӗркӑмрӑк нумай пӗтерекен кӑмакасем уҫӑ мар сасӑпа кӗрлеҫҫӗ, пӑспа ӗҫлекен хӑватлӑ машина ӗҫлет.

Внутри парохода в несколько этажей расположены пассажирские каюты, столовые, кухни, всякие служебные помещения. Под ними, внизу, машинное отделение. Там глухо шумят исполинские топки, пожирающие каменный уголь. Там работает мощная паровая машина.

Европӑран Америкӑна // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тепӗр пӳлӗмӗ — ҫывӑрмалли.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр пӳлӗмӗ, пысӑкки — зал.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Петр Сергеевич хастарлӑхне, вӑл ҫине тӑнине пула иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче Сӗнтӗрвӑрринче больница уҫнӑ, каярахпа ерекен чирлисем валли уйрӑм ҫурт туса лартнӑ, унта операци пӳлӗмӗ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Тӑваттӑмӗш зал — В. П. Чкалов пӳлӗмӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗнче тунӑ пысӑк ӗҫсен шутне спортзалта урайпа маччине, стенисене сӑрланине, шкул тӑррине юсанине, хуралҫӑ пӳлӗмӗ тунине кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Тепӗр пӳрчӗ, ахӑртнех, Думитрун ӗҫ пӳлӗмӗ: ҫыру сӗтелӗ кунта, кӗнеке шкафӗсем, диван, пӗр кресло, темиҫе пукан.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кашнин умӗнче оператор пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран инкек ан пултӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60747

Санитари пӳлӗмӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Ҫӗнӗ ҫуртра терапевт кабинечӗ, процедура кабинечӗ, кӑнтӑрлахи стационар, прививка кабинечӗ, персонал пӳлӗмӗ, санузел, кӗтмелли коридор пур.

Куҫарса пулӑш

Сенатор Тӑвай тӑрӑхӗнче // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... tarahnche/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех