Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлсех (тĕпĕ: пӳл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учительсем ӗҫе килнӗренпех кил картинче тӑраҫҫӗ: ачасем шкула ҫӳрекен ялсенчи те салари хыпарсене «сутаҫҫӗ-илеҫҫӗ», пӗр-пӗрне пӳлсех хыттӑн калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Диплом умӗнхи ӗҫ хӑнӑхӑвне ӑҫта ирттернӗ эсир?! — хӗре пӳлсех ыйтрӗ Гаврил Романович.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ленина хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ-и эсир? — калаҫӑва пӳлсех ыйтрӗҫ Мишӑпа Раман.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Асӑрхарӑр-и эсир, — пӳлсех калать Хӗветӗр Хилипччӑ, — асӑрхарӑр-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗрер черкке сыпсан, эпир унпа тӑванлашрӑмӑр, пӗрне-пӗри пӳлсех калаҫа пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Мӗн вӑл «алкаш» тени? — Яким Якимча пӳлсех ыйтрӗ ҫамрӑк пассажир.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Сухаллине чӗрӗлле ҫӗре чикес! — ӑна пӳлсех ҫухӑрчӗ тепри.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку сан ирӗкӳ ӗнтӗ, — юлхавлӑн карӑнса, мӑнтӑр хырӑмне сӑтӑркаласа, ӑна пӳлсех каларӗ Килтеш пупӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӗр пулчӗ-и вара вӑл? — пӗр-пӗрне пӳлсех шавласа кайрӗҫ йӗкӗтсем.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Алюн — ҫав тери лайӑх ят, — полковнике пӳлсех каларӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тытаймарӑр-и? — Федьӑна пӳлсех ыйтрӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Иккӗмӗш черкке хыҫҫӑн лӑпӑ-лапӑ ҫыхнӑ кантӑр ҫурӑмӗ пекех саланса, сӳтӗлсе кайрӗҫ ҫаксем: пӗр-пӗрне пӳлсех янрашкалаҫҫӗ, ихӗреҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, киревсӗр, алапаш сӑмахсемпе те «тимӗр-тӑмӑр шаккаҫҫӗ, питлӗх ҫапкалаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Халтӑраса, ҫавӑнталла тӑнк! тимлерӗ, сывлавне пӳлсех хӑлхисене сисчӳлетсе чӑнк! вичкӗнлетрӗ, анчах кӑшарни сивви тивнӗ чӗри кӑлт! кӑлт! кӑлт! чиксе тапнисӗр пуҫне нимӗн те илтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ура айӗнче типӗ ҫулҫӑ чӑштӑртатать, чие тӗмӗсем хушшинче хаваслӑ ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ, — вӗсем турат ҫинчех типсе хуралнӑ ҫырласене яра куна шӗкӗлчесе ӳсӗрӗлнӗ те халӗ пӗр-пӗрне пӳлсех чимлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пирӗн ҫула пӳлсех, пӗр кӗтӳ самӑр, шултӑра сысна «уҫӑлса ҫӳреме» картишнелле йывӑррӑн нӑрӑхлатса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл мана тем каласшӑнччӗ, анчах хуралҫӑ ӑна пӳлсех: — Мӗскер пулчӗ аннӳне, чирлесе ӳкмерӗ пулӗ те? — тесе ыйтрӗ, самаях пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне пӳлсех калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

— Михаил Петрович, нимӗн те ӑнланмастӑп, — ӑна пӳлсех сӑмах хушрӗ Касмухха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑ ҫӗклесе уҫҫӑн-и е вӑрттӑн-и? — докладчика пӳлсех ыйтрӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн каланӑ-ши вӑл? — Уҫӑпа пӳлсех сехӗрленсе ыйтрӗ пачӑшкӑ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех