Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗшкӗнсен (тĕпĕ: пӗшкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнӗ юлташран пытанас тенӗн, кӗленче-туссем пӗр пӗрчӗ сӑмах кӑлармарӗҫ, шӑп-шӑпӑрт ларчӗҫ, лешӗ хӑйсем ҫийӗн пӗшкӗнсен те-ха, вӗсем, тӗттӗмре чеен кулкаласа, таҫта аяккалла пӑхрӗҫ.

Собутыльники молчали, точно притаившись от вошедшего товарища, и когда он нагибался над ними, они, хитро улыбаясь в темноте, глядели куда-то вниз.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӗр вӗтлӗх хыҫӗнче мана темле хускалман хура тӗм курӑнса кайрӗ, пӗр-пӗр вилӗ пулмалла, кашни хут костыль ҫине тӗренсе ҫырла татма пӗшкӗнсен темшӗн мана пӑшӑрхантарчӗ ҫав вилӗ.

Что-то неподвижно-чёрное лежало в поле за кустами, должно быть мёртвый, и всякий раз, когда, навалившись на костыли, я тянулся за ягодой, этот мёртвый почему-то беспокоил меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сан пуҫу тӗлне вилӗм пӗшкӗнсен, ӑна ҫӗнтермешкӗн хӑвӑн урӑх вӑю юлмасан, чӗрӳнте ҫапах та юлашки хевтӳ юлсан — вӑл эпӗ пулӑп, хамах сана ҫӑлӑп та.

И если смерть склонится над твоим изголовьем и больше не будет сил, чтобы бороться с ней, и только самая маленькая, последняя сила останется в сердце — это буду я, и я спасу тебя.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ак, вӑл манӑн енне ҫывӑххӑн пӗшкӗнсен, ӑна эп чиперрӗн сӑнаса илтӗм: Амед ҫав-ҫавах, чӑн ӗнтӗ — хулпуҫҫийӗсем ӗлӗкхинчен нумай сарлакарах.

А теперь, когда он наклонился близко, я снова разглядела его и увидела, что хотя он и вырос, стал шире в плечах и резче чертами лица, но все в нем осталось таким же.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӑштах пӗшкӗнсен вӗсене лайӑхрах сӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Пирӗн ҫумрах ҫӗр ҫинче пӗчӗк патак выртать, старик ӑна илме пӗшкӗнсен эпӗ куян пек тапса сикрӗм.

Рядом с нами на земле лежит маленькая палка, когда старик наклонился, чтобы взять ее, я рванул словно заяц.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех