Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗшкӗнерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑпӑр, Зина яланах кӑштах пӗшкӗнерех, пуҫа усса шухӑша кайнӑ евӗр утать, Маша вара яланах таҫта васкать, утнӑ майӑн йывӑр ҫивӗчӗсене сылтӑм аллипе каялла ывӑта-ывӑта пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ирина куракансене чӑрмантарасран кӑшт пӗшкӗнерех утса вырӑна ҫитрӗ те: — Тутанса пӑхсам, — терӗ хут чӗркевне салатса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ вӑл ун умӗнче, чи хитри умӗнче тӑрать, унӑн орденӗ тӗксӗмреххӗн, анчах ҫав тери илемлӗн йӑлтӑртатать, Завьялов ун умнелле пӗшкӗнерех пуҫ тайсан, гимнастерки кӑкӑр тӗлӗнче кӑштах туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тата пӗшкӗнерех пӑхрӗ те ӗне ытти чухнехи пек мар, урисене темле ярт тӑсса, айккӑн выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Малалла кӑштах пӗшкӗнерех кайма тивет, — терӗ Тӑсланкӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗн пур ун чӗринче? — чӗре клапанӗсене пӗшкӗнерех пӑхрӗ Петров.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Федя командинчи вӗреннӗ лашасем кӗҫенместчӗҫ, йӗнерсем ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ юланутҫӑсем те пӑшӑлтатмастчӗҫ: Федя хӑй разведка пуҫӗнче пыратчӗ, хӑйӗн пушкӑрт лашин лапсӑркка ҫилхи ҫумнелле пӑртакҫӑ пӗшкӗнерех парса, курӑксен хушшинче муталанса ҫӳрекен мӑнтӑр шӑна патнелле яшӑлтатса пыракан калта евӗрлӗ пынӑ пекех туйӑнатчӗ.

Не ржали Федины приученные кони, не шушукались приросшие к седлам всадники; сам Федя впереди разведки, немного пригнувшийся к косматой гриве своего иноходца, был похож на хищного ящера, упругими скользящими изгибами подбирающегося к запутавшейся в траве жирной мухе.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл пӗшкӗнерех, пуҫне малалла тӑсса утса пырать.

Он шел согнувшись, немного выставив голову вперед.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Старик пит йывӑр шухӑша кайнӑ пек пуҫне малалла усса пӗшкӗнерех ларнӑ.

Старик сидел сгорбившись, погруженный в глубокие размышления.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Икӗ ҫын, окопран тухса, пӗшкӗнерех чупса тарма пуҫлаҫҫӗ.

Из окопов побежали двое, нагибаясь.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӗтсех тӑратпӑр, ырӑ хӑнамӑр! — тенӗ карчӑк, хӑнан япалисене аллинчен туртса илнӗ пекех йӑтса, хӑй шав пӗшкӗнерех пуҫ тайма тӑрӑшнӑ.

Милости просим, гость дорогой! — почти вырывая из рук поклажу, говорила ему старуха, стараясь кланяться ниже.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫул юппинчен ҫивӗч ача — хӑй, сулса систерекенни ытла пӑшӑрханнипе хуҫкаланса, пӗшкӗнерех тӑрса, алсишӗсемпе мӗнпур вӑйран сулкаласа ҫухӑрнӑ.

Неистово махал рукавицею с перекрестка, приседая и крутясь от чрезвычайного волнения, шустрый мальчонка — махальный.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Анне пӗчӗк табуретка ҫине канлӗн вырнаҫса ларнӑ та пӗшкӗнерех ларать, умне вӑл вӗтӗ-вӗтӗ чечеклӗ саппун ҫакнӑ.

Мать примостилась на низенькой уютной табуретке, фартук на ней был в мелких цветочках.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пур ытти летчиксем пекех самолет кабининче пӗкӗрӗлсе ларнипе пулас, Василий ҫӳренӗ чухне те малалла пӗшкӗнерех ҫӳретчӗ.

Василий чуть сутулился, как часто сутулятся лётчики, привыкшие сидеть крючком в кабине самолёта.

10. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗшкӗнерех утса пынипе эпӗ кӗтмен ҫӗртен чутах хӗрлӗ хут листи ҫине пусаттӑм.

Мы шли пригнувшись, я чуть не наступил на красный листок бумаги.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Балабан чӳрече умне кӑшт пӗшкӗнерех тӑнӑ та картишнелле, моряксен ушкӑнӗ ӗҫсӗр аптӑранӑ енне «нӑрӑллӑ» вылянӑ ҫӗре пӑхать, анчах хӑй вӑл ҫав вӑхӑтрах чухлакан та темле кӑшт куларах пӑхакан куҫӗсемпе мана сӑнаса тӑрать.

Балабан стоял у окна, чуть пригнувшись, и, казалось, глядел во двор, где группа моряков от нечего делать играла в «жука», на самом деле он искоса, но внимательно и как-то насмешливо разглядывал меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пӗшкӗнерех, пӗшкӗнерех! — пӑшӑлтатса систерчӗҫ Антонинӑна юлташӗсем.

— Ниже, ниже! — шептали Антонине подруги.

4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ҫынсен ҫурӑмӗсем ҫине пӗр пек сивӗ куҫӗсемпе пӑхса ҫавӑрӑнса, вӗсем тата пӗшкӗнерех пуҫ таясса кӗтнӗ.

Обводил ледяным взглядом спины, ждал, пока склонятся еще ниже.

4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Беридзе, аллисене хыҫалалла тытса, кӑшт пӗшкӗнерех, кабинет тӑрӑх хӑвӑрт уткаласа ҫӳрерӗ.

Беридзе быстро бегал по кабинету, сцепив пальцы за спиной и немного ссутулившись.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хулӑм сасӑпа кӑмӑлсӑррӑн: «Кӗрӗр!» тени илтӗнчӗ, Шатров кабинета, яланхи пекех хӑвӑрт, кӑшт пӗшкӗнерех, куҫӗсене ҫамка айӗн йӑлтӑртаттарса кӗрсе тӑчӗ.

Низкий голос недовольно рявкнул: «Да!» Шатров вошел в кабинет, по обыкновению быстро, слегка согнувшись и блестя исподлобья глазами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех