Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗчӗкрех (тĕпĕ: пӗчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗкрех чухне Иван, ҫакна курса, хӑй кӳренӗвне, тарӑхӑвне ӑша ҫӑткаласа пурӑнатчӗ-ха, ара ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл, амӑшне хӳтӗлесе, чӑкӑртӑш, тӳрккес ашшӗне хирӗҫ хӑй пуҫне хӑюллӑраххӑн та хӗрӳллӗреххӗн ҫӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вырӑна чикенсерех тӗрӗслерӗм те, хура йытӑпа юнашарах каҫ сӗмлӗхӗпе пиеленнӗ, хӑмӑл тӑплӑмӗ пек мӗлкеленсе выртакан тепӗр пӗчӗкрех купа асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗчӗкрех ӑслисен пысӑкрах ӑслисене, анчах тӳрӗ чунлисене ҫеҫ итлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Совхозра вӗсене пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ вӑр-вар бригадир, арҫыннӑнни евӗр хулӑн саслӑ хӗрарӑм, кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗчӗкрех чухне Полина манран нимӗн те пытармастчӗ, — хашш сывларӗ ашшӗ, — халӗ ак, улшӑнчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лида вӗтӗ-вӗтӗ чечеклӗ пурҫӑн кӗпепе, аллинче пӗчӗкрех чӑматан.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗчӗкрех вӑр-вар кӗлеткеллӗ цехком председателӗ папка ӑшӗнчен путевкӑсем кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ кладовщицӑпа, пӗчӗкрех мӑнтӑркка хӗрарӑмпа, Ревлен Петрович темиҫе те калаҫса пӑхнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл пирӗн коллективра ҫӗнӗ ҫын-ха, ҫавӑнпа та халлӗхе унӑн ответлӑх та пӗчӗкрех, ҫавах та ӑна асӑрхаттарса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Марукӑн пӗчӗкрех ҫаврака пичӗ тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ҫамрӑксемпе темӗн ҫинчен пӑшӑлтатса илнӗ комсомол секретарӗ, хуп-хура ҫӳҫлӗ пӗчӗкрех каччӑ, халӑх умне тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ха-ха-ха, ытла та чее эсир, Василий Петрович, фермӑри пур хӗрсене те ҫавӑрасшӑн, — терӗ пӗр пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ хӗрача, наҫилкка ҫине юриех йывӑртарах тиеме тӑрӑшса, — вӗсен унта ахаль те пурин те каччӑсем пур ӗнтӗ, эсӗ, Василий Петрович, пирӗн ҫине те ҫаврӑнса пӑхкала.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗп-хӗрлӗ помидорсем те, илӗртӳллӗ купаласа хунӑ хӑярсем те, пӗчӗкрех улма пысӑкӑш тӗлӗнтермӗш виктори те — пӗтӗмпех куҫ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Асӑннӑ кӑтарту малтанхи ҫулӑн шайӗнчен 18 процент пӗчӗкрех, ҫав шутра экспорт - АПШн 92 млн долларӗлӗх /22 процент сахалланнӑ/, импорт - АПШн 234,7 млн долларӗлӗх /16 процент чакнӑ/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Анчах та урӑххисем те пур, вӗсен виҫи пӗчӗкрех пулин те вӗсем ушкӑн-ушкӑн вырнаҫнӑ.

Однако существуют и другие, меньшего размера, но объединенные в группы.

Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html

Унӑн ӑшӗнчен чечеклӗ пусмаран ҫӗленӗ, малтанхинчен пӗчӗкрех хутаҫ туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Ҫак ҫемье питех те пысӑк: вуникӗ ҫын вӗт-ха, ачисем пӗринчен тепри пӗчӗкрех.

двенадцать душ, — ребята мал мала меньше.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗчӗкрех те вӑр-вар старик ӑнсӑртран яш-кӗрӗм вӑййине лекет-и: вӑл — ташлать, лаша тытса килет-и — юрлать, утӑ лавӗ ҫинче ларса пырать-и — пуслӑх вӗҫӗнче пуҫхӗрлӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Лавне вӑл ҫынсенчен пӗчӗкрех тиенине эпӗ малтанах асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Каҫхи апат ҫисе тухнӑ Захар кӗсйинчен ҫӗҫӗ кӑларса ҫӑмарта калаккинчен те пӗчӗкрех калак турӗ, патаксем чутларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех