Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтернисен (тĕпĕ: пӗтерни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑтам шкул пӗтернисен ячӗпе икӗ хӗр (вӗсен шутӗнче ҫӳҫне кӗске кастарнӑ Полина та, кӗлеткине ҫӑт тытакан, майралатса, ятне ҫӗленӗ, аркине пӗркеленӗ симӗс платье тӑхӑннӑскер) тата икӗ каччӑ тухса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ.

А сначала каждый закрывал лицо и голову руками, беззащитно поднимая ладони к глазам, когда перед самыми зрачками сине вспыхивали железные жала вил-тройчаток или тускло посверкивала тупая белесая концевина кола; из толпы избиваемых пленных слышались и мольбы о пощаде, и стоны, и ругательства, и нутряной животный рев нестерпимой боли.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дмитрий Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри професси вӗренӗвӗн тытӑмӗ эффективлисенчен пӗри: тӑххӑрмӗш класс пӗтернисен 55 проценчӗ техникумсемпе колледжсенче малалла пӗлӳ илет, ун хыҫҫӑн чун туртӑмӗпе тата пултарулӑхӗпе пӗр килекен ӗҫ тупать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех