Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерни сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтерни (тĕпĕ: пӗтерни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхӑр ачана кӗтмен ҫӗртен туса пӗтерни Фабиан господина ӗлӗкхи лӑпкӑ кунсем тепӗр хут килсе ҫитессе, хӑйӗн шкулта авторитечӗ каллех пуласса шантарнӑн туйӑнчӗ.

Неожиданное окончание работы над медным ребенком господин Фабиан воспринял как надежду на возвращение былых спокойных дней, на восстановление своего авторитета в школе.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑна салтака «дезинфекцилени тата ун ҫумӗнчи паразитсене пӗтерни» тесе шӳтлеҫҫӗ.

Говорят, это называется «дезинфицировать и депаразитировать» солдата.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Таня, капӑр перчеткине хӗрхенсе, ҫара аллӑнах лумпа ӗҫлеме хӑтланса пӑхрӗ, анчах аллине кӳттерни, шӑйӑрса пӗтерни ҫеҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑтам шкул пӗтерни ҫинчен аттестат илнӗ хыҫҫӑн А.Совин тӳрех «Сельхозтехника» предприятие ӗҫе вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Уҫӑ сывлӑшра пулнӑ хыҫҫӑн апат лайӑхах анать, вӗсем кула-кула кӗвене епле пӗтерни ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Вӗсемшӗн ҫынна пӗтерни паха.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗчӗк нацисене йӑлтах пӗтерни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ паян сиртен ирӗк ыйтса илесшӗн: хулана туса пӗтерни ҫинчен аслӑ княҫа пӗлтерме юрать-и манӑн?

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер кӑна республикӑра электролинисене юсаса пӗтерни пирки хыпарларӑмӑр.

Только вчера мы сообщали о том, что в республике были восстановлены все электролинии.

Ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33727.html

Ял хуҫалӑх техникумне пӗтерни те ҫулталӑк ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫынна пӗтерни пулать.

не погибель для человека?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Асанкасси вӑтам шкулне пӗтерни ҫинчен калакан аттестатпа пӗрлех вӑл машинист-тракторист удостоверенине те илсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

Эртеле пӗтерни унта нумайранпа ӗҫлекенсемшӗн, ун ӗҫне хӑйсен тӑван ӗҫӗ тесе шутлакансемшӗн пысӑк инкек пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна ҫӗнӗрен уҫасси ҫинчен калаҫма пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан хӑй тӗллӗнех чухласа илчӗ: Василий Шуйский князь ҫӗнӗ хулана туса пӗтерни ҫинчен пӗлтерме Мускава кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗркунне каялла килмеллине шанса, университет пӗтерни ҫинчен хут илсенех Шупашкара тухса кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эливанов склачӗсене тустарни, кил-ҫуртӗнчи тӳприне йӑтса пӗтерни ӗнер кӑна пулса иртнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чылайран кайран — Агафья Петровна вилсе кайни ҫинчен пӗлни те, хваттертен Соньӑна хӑваласа яма тӑни те, вӑл мӗнпур япаласене сутса пӗтерни те — нимӗн те Эльгеевӑн чӗрине тивмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йывӑҫ-курӑксене ним хӗрхенмесӗр хуҫса-таптаса пӗтерни — выльӑх-чӗрлӗхе е ҫынсем пӗр-пӗрне амантса-суранлатса пӗтернипе пӗрех!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӗлӗк те вырӑссемпе чӑвашсен ҫамрӑкӗсем сахал мар ҫапӑҫнӑ, пӗр-пӗрне амантса пӗтерни те пулкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрвлаҫлӑх кирлӗ: Вӑхӑтлӑх правительствӑпа юнашар рабочисемпе салтаксен Совечӗсем пулни — Российӑна пӗтерни пулать!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех