Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтериччен (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи ейӳ тыр миххисене шӳтерсе пӗтериччен пӑравуссем кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пире пӗрремӗш списокшӑн агитацилеме хушрӗҫ каникул вӑхӑтӗнче, — хыпаланса пӗлтерчӗ Павлуш, пиччӗшӗ списоксене вуласа пӗтериччен те кӗтмесӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫавнашкал тискерлӗх пулсан — хӗнесе пӗтериччен е бортран кӑларса ывӑтиччен вилни аванрах.

— Лучше умереть, Чем быть избитым и выброшенным за борт, раз такое злодейство.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ сак ҫине лартӑм, вӗсем ӗҫ пирки калаҫса пӗтериччен вӑрах кӗтсе тӑтӑм.

Я присел на лавку и долго ждал, пока они кончат деловой разговор.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Акӑ мӗн: партине юрласа пӗтериччен Ласурсӑн театртан тухса каймалла.

Надо сделать так, чтобы Ласурс покинула театр, не допев партию.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Чӑнах та, Ван-Конет ҫыпӑҫусӑр темиҫе сӑмах каласа пӗтериччен сивӗ-кичем сӑнлӑ шыҫмак Педро Хуарец курӑнса кайрӗ.

Действительно, не успел Ван-Конет пробормотать нескладную фразу, как увидел Педро Хуареца, тучного человека с угрюмым лицом.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Халь тесен халь Экеҫе таврӑнӗччӗ вӑл, Совет влаҫне ахаль хресчен ӗҫӗпе те пулин пулӑшӗччӗ, общество каяшӗсемпе кӗрешсе вӑя пӗтериччен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, вӑхӑтлӑха, хурахсене тытса пӗтериччен

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малтан вӗренсе пӗтериччен, унтан ӗҫе вырнаҫса кӑшт тумланиччен, пӳлӗм иличчен кӗтме ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Эмиль амӑшӗ ҫак вӑхӑтра урайӗнче упаленсе раксене пуҫтарчӗ, пурне те тытса пӗтериччен икӗ сехет те иртрӗ пуль.

А мама Эмиля тем временем ползала по полу и ловила раков, только через два часа ей удалось наконец всех переловить.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах ҫак проектсенчен пӗрне те халӗ вӗҫне ҫитиччен туса пӗтермен, халӑха ыр кӳме пултаракан ҫак проектсене туса пӗтериччен кӗтсе пӗтӗм ҫӗршыв юхӑнса пырать, ҫурт-йӗрсем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, халӑх выҫӑ ларать, ҫӗтӗк-ҫурӑк тумпа ҫӳрет.

Жаль только, что ни один из этих проектов еще не доведен до конца, а пока что страна в ожидании будущих благ приведена в запустение, дома разваливаются и население голодает и ходит в лохмотьях.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тонкинра хӑйӗн ӗҫӗсене туса пӗтериччен мана вӑл шлюпка ҫинчи пур таварсене те сутса пӗтерме сӗнчӗ.

Мне было поручено распродать эти товары, пока он будет вести дела в Тонкине.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пурне те пӗлме юратакан ҫынсем чӗмсӗр итальянецӑн вӑрттӑнлӑхне ҫул ҫӳресе пӗтериччен те пӗлеймен.

Любопытные так и не разгадали тайну молчаливого итальянца до самого конца путешествия.

Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Вӗсем хӑйсен ӗҫне пӗтериччен выртса канӑр, господин пристав.

— Прилягте, господин пристав, покеда они по своему хозяйству управятся.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Ну, халӗ ӗнтӗ, вӑл шифрласа пӗтериччен, ун патне пырса та ан перӗн.

— Ну, теперь он конченый человек, пока не расшифрует.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Унтан вӑл упана ярса тытать те пӗтӗм шӑммине шӗкӗлчесе пӗтериччен хӗнет.

И так хватил медведя лапой, что переломил ему все кости.

Арӑсланпа ӑна пӑхакансем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пирне тӗртсе пӗтериччен те улшӑнмасть ҫак йӗрке.

Этот цикл продолжается до конца работы.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Учитель Петьӑпа амӑшне пӳрт юсаса пӗтериччен хӑй патне пурӑнма янӑ.

А учитель пустил Петину маму жить к себе, пока не починят дом.

Пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Евстигнеев эпӗ каласа пӗтериччен кӗтсе тӑчӗ.

Евстигнеев ждал меня.

29. Аэродромра летчиксене мӗнле кӗтсе илеҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аэроклубри вӗренӗве вӑл 1939-мӗш ҫулхи кӗркунне пӗтернӗ, техникума вара вӗренсе пӗтереймен: вӗренсе пӗтериччен ҫур ҫул маларах, 1940 ҫулхи кӑрлачра, ӑна ҫар училищине чӗнтернӗ те Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ, ҫав ҫулах кӗркунне Чугуеври ҫар летчикӗсен авиаци шкулне пӗтернӗ, вара унта инструктор пулса ӗҫленӗ.

Аэроклуб он окончил осенью 1939 года, а вот окончить техникум уже не смог: за полгода до завершения срока обучения, в январе 1940 года, получил вызов в военное училище и стал военнослужащим Красной Армии, осенью того же года окончил Чугуевскую военную авиационную школу лётчиков, после чего продолжил в ней службу в должности инструктора.

Кожедуб Иван Никитович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BC

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех