Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрер сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрер (тĕпĕ: пӗрер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхне калӑр: ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче кашни кил-йыш пӗр путек суйласа илтӗр, кил-йыш пуҫне пӗрер путек илӗр; 4. эхер те килӗ-йышӗ ытла пӗчӗк пулсассӑн, путекне ҫисе яраймасть пулсассӑн, хӑйӗн ҫывӑх кӳршипе пӗрлешсе, ҫын шутне кура илтӗр: кашнийӗ мӗн чухлӗ ҫиессе шайласа путек илӗр.

3. Скажите всему обществу [сынов] Израилевых: в десятый день сего месяца пусть возьмут себе каждый одного агнца по семействам, по агнцу на семейство; 4. а если семейство так мало, что не съест агнца, то пусть возьмет с соседом своим, ближайшим к дому своему, по числу душ: по той мере, сколько каждый съест, расчислитесь на агнца.

Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑксен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр.

20. Из [всех] птиц по роду их, и из [всех] скотов по роду их, и из всех пресмыкающихся по земле по роду их, из всех по паре войдут к тебе, чтобы остались в живых [с тобою, мужеского пола и женского].

Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫавӑн пекех карап ҫине тата [пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана тата] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗсем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр.

19. Введи также в ковчег [из всякого скота, и из всех гадов, и] из всех животных, и от всякой плоти по паре, чтоб они остались с тобою в живых; мужеского пола и женского пусть они будут.

Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Муниципалитетӑн ачасен ӳнер шкулӗн чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет тытӑмӗнчи музейӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацисене, шел те, пӗрер ҫын кӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, ҫавӑнпа кунта конкурс иртмен тесе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пире, пӗрер ӗне тытакансене, шел мар, эпир сутсан-сутмасан та пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кашни автора пӗрер кӗнеке парнелетпӗр.

Каждому автору дарим по книге.

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Хӑй пултарнӑ таран сӑйларӗ те салтаксене, тавралӑха каҫ сӗмлӗхӗ ҫапсан: — Пӗрер ҫӗр выртӑр-ха, — терӗ йӑвашшӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Илӗр-илӗр, — кӗҫӗн сержантсене пӗрер пӗремӗк тыттарчӗ Пӑлаки аппа.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗрер кунлӑха.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кирек ӑҫталла кайсан та, ыльӑм, ҫула май пӗрер кунлӑха кӗрсе тух-ха ман пата.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Воспитательсемпе вӗрентекенсем хӑйсемпе пӗрер «партизана» иле-иле кайни те чылай пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мидхатпа отпускран таврӑнсан (эх, ҫӗр ҫӑтасшӗ, хӑть пӗрер кунлӑха та пулин ӳснӗ еннелле кӗрсе ҫаврӑнса тухмалла пулнӑ та ҫав!), Пӑлаки аппаран, чӑн-чӑн мар амӑшӗнчен, ҫыру илчӗ Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗрер сехет пулать пуль.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Бригадир арӑмӗ Анна, пӑтӑ пӗҫерсе тухнӑ инке, шампа хырӑмлӑ хуран тӗпне катӑртаттарчӗ-катӑртаттарчӗ те, чашӑксем ҫине пӗрер ҫӑпала пӑтӑ лачлаттарса, кӑмӑллӑн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑв тӑхӑнтартни ҫитмен тата, урамра вылякан ачасене пурне те ӑна пӗрер те икшер «шлепке» тӑхӑнтартма ирӗк панӑ эс.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Эпӗ ӳссе ҫитетӗп те пуканесем тӑвакан ҫӗре ӗҫлеме кӗретӗп, вара хамӑр ял хӗрачисене кашнинех пӗрер пукане туса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫак эрешӗн хӑйне майлӑ «йышӗ» те пулнӑ: йӑрӑмлӑ пиҫиххи ҫумне, хӳрен икӗ айккине, пӗрер хӳре ачи ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Качча тухнисен ялан тенӗ пекех, арӑмлӑх паллисем ⎼ тайлӑк тӑваткӑлсем (ромбсем) ⎼ кӑкӑрӑн икӗ енче пӗрер пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кӗпе умне виҫӗ мелпе сӑн кӗртнӗ: хӑюсенчен кӗтеслӗ-кӗтеслӗ пысӑк эрешсем е ромб евӗрлӗ ансат эрешсем хайланӑ е тата кӗскӗсем тӗрленӗ (кӑкӑр ик енне ⎼ пӗрер е икшер тӗрӗ).

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пурне те куракан пуҫлӑхран пытанарах пӗрер курка сӑра ӗҫме вӑрттӑнрах кӗтес те тупаймӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех