Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлми (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун каҫа лумпа ҫӗрӗн шӑнса ларнӑ сийне сахал мар катма тивнине, каҫ енне алӑсем пӗлми пулнине паянхи пекех ас тӑвать вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Инесса пӗрремӗш черккене ху ӗҫместӗн — мана ӗҫтеретӗн тесе турткалашарах пушатрӗ, каярахпа вара: «Ман кӗҫӗр ним пӗлми ӳсӗр пулас килет!» — терӗ те татах икӗ-виҫӗ черкке ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапӑҫу чарӑна пӗлми темиҫе куна тӑсӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл вара ҫӑл шывӗ патне персе анчӗ те кана пӗлми ӗҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Государь хӑй керменӗнче ним пӗлми ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗпи умӗ ҫумне икӗ енне виҫшер кӗтеслӗ хӑмаҫ ҫыпӑҫтарнӑ пек хӗрлӗ пӗсехе тӗрленӗ, ҫӗвви тӑрӑх симӗспе янӑ, — ҫын пӗлми тӗрӗ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тип ҫырмасем урлӑ, вӑрман витӗр ҫурҫӗрелле кана пӗлми пӗр юланут сиктерет.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗпи умӗ ҫумне икӗ енне виҫшер кӗтеслӗ хӑмаҫ ҫыпӑҫтарнӑ пек хӗрлӗ пӗсехе тӗрленӗ, ҫӗвви тӑрӑх симӗспе янӑ, — ҫын пӗлми тӗрӗ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыврине парне кӳрес пулать, унсӑр сан ӗҫӳ тухас ҫук, Савантер, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе чарӑна пӗлми калаҫрӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурне те хуйхӑ пуснӑ, пуҫӗсене уснӑ, Нимӗн тума пӗлми аллисене шантнӑ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ылттӑн мерчен ҫӗррине Хӑй еркӗнне панине Курсан, патша тӗлӗнет, Пӗлсен, пӗлми ҫилленет…

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Воевотӑ вӑйсӑр мар, Вӑл нимӗн те пӗлми мар: Ун таҫта та куҫӗ пур, Улталанма майӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Салакайӑк ӑшши-пӑшши пӗр ватӑ, лапсӑркка йӗре хӑва ҫине вӗҫсе пырса ларчӗ, вара, пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине сике-сике, шуйӑхса, чарӑнма пӗлми чӗриклетме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Статьяна вуласа тухсанах эпӗ пӗр авӑк пӗр пӗлми тенӗ пекех лартӑм (хӑшӗ-пӗри, чул чӗрелли: «Мӗнех кунта ҫӗнни, тӗлӗнмелли?

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗле-еп ӑна, хӑлинскере: сапӑрӗ унӑн эпӗ тепре ҫӗр ҫине пӗр пӗлми тӑсӑлса выртиччен…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫакна тума ҫамрӑк такашӑн хуҫи пӗр пӗлми, сӗлкӗш пулса ыйха сӑптӑрнӑ чух меллӗрех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑшне пӗсехерен ярса тытса, хӑшне кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, юлашки вӑйне пухса, хистенсе, хӑрушлӑха пӑхмасӑр, хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр нихӑҫан та курман, нихӑҫан та илтмен, нихӑҫан та пӗлмен, шӑйӑрӑлса-аманса пӗтнӗ, пӗр пӗлми ҫынсене шывран сӗтӗрчӗ те сӗтӗрчӗ Аркадий.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кун каҫипе чарӑна пӗлми вӗҫӗмсӗр шиплетекен чӗпӗсем ерипен шӑпланса пычӗҫ те, пӗр-пӗрин ҫумне пӑчӑртанса, пуҫӗсене минтер ҫине хунӑ пек мӑйӗсем хушшине пытарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пире те кил хуҫи сӗтел тулли апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, ҫав хушӑрах тата, сунарта хӑй курнӑ-илтнӗ ӗҫсем ҫинчен хаваслансах каласа панӑ вӑхӑтра, тӗрлӗ мыскарасене аса илсе, чарӑна пӗлми шӳтлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Артеле кӗнӗренпе Лавр кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫа пӗлми ӗҫлерӗ: тӗрлӗ организацисем валли вывескӑсем, плакатсем, лозунгсем ҫырчӗ, магазинсен витринисене илемлетрӗ, портретсем пысӑклатса ӳкерчӗ, ытти вак-тӗвекпе аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех