Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлеҫҫӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сайра хӗрсем ҫакӑн пек хитре, асра юлмалла утма пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗх ҫухрӑм йӗри-тавра Сухатӳне пӗлеҫҫӗ; Хатӗрленсе, ҫине тӑра, Ушкӑн-ушкӑн килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каяс ҫирӗм ҫухрӑма Кӳммен хӑвӑрт ҫитмелле: Ҫавӑнпа та пӑрӑнма Ҫул ҫинчисен пӗлмелле: Урхан шӑнкри-тункӑрми, Сассинченех пӗлеҫҫӗ, Пуҫа тайса, пӗр чӗнми, Хирӗҫ ҫынсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӗр кӑларса йӗркерен Пулас пурнӑҫ ҫийӗнчен Юр сӑввинчен пӗлеҫҫӗ, Пӗлмесен те пуплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ кунта пеме юраманнине ӑнланатӑп, фашистсем тӳрех пӗлеҫҫӗ, вара пире те, пирӗн юлташсене те килсе пӗтерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ачасем пӗр-пӗрне лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем инкеке лекнисене яланах ҫӑлса хӑварма пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Халӗ пире таҫта та пӗлеҫҫӗ — Мускавра та, Мордвара та.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ачасем Хуралпа иксӗмӗрӗн пурнӑҫ мӗнлине пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь ӑнланайман сӑмахсене, ӑнланайман шухӑшсене ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачасем эпӗ курӑк шӑрши юратнине пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кунти вӗрентекенсем аппана пӗлеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ вӗсемех хӗненине.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Рабочисем хушшинче ӑна Ленин хушаматпа ытларах пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫуллен ҫитерме илсе кайнипе ҫулне пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӳкӗртпе краҫҫын-бензин вучӗ инкеке тенине пурте пӗлеҫҫӗ», теме те пултарӗ, анчах, ҫук, ниепле те хӑнӑхса ҫитейместӗп ҫакӑн йышши йывӑр синкер ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене), кӑштахран ҫеҫ, ӑс-тӑн уяра ларсан, пӗрре ачасене шелленипе куҫӑм шывланчӗ, тепре ҫак инкекшӗн хамӑра, аслисене, ӑссӑн айӑп туса пуҫа пӑркаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ун ҫинчен ялта тата ҫакна пӗлеҫҫӗ: авланса уйрӑлнӑскер; ачисем те — ывӑлпа хӗр — пур иккен.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Валентина Николаевнана нумайӑшӗ Уравӑш ял Совечӗн председателӗ пулнипе пӗлеҫҫӗ, ахӑртнех.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Хӗсмете каяссипе ҫыхӑннӑ пӑшӑрханусем пур-и, Раҫҫей ҫарӗн пӗр-пӗр уйрӑм тӗсне лекесшӗн-и, хӑшӗн вӗреннипе отсрочка илмелле… - пӗлеҫҫӗ, вӗсем ман пата кирек хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Хӗрарӑмсем пӗлеҫҫӗ пуль ҫав арҫынсем укҫисене ытларах ӑҫти кӗсйине чиксе ҫӳренине, анчах ҫамрӑкшӑн ку каллех тӗлӗнмелле япала пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех