Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлеттӗм (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.

— Да, кажется, вот так: «Стройны, дескать, наши молодые джигиты, и кафтаны на них серебром выложены, а молодой русский офицер стройнее их, и галуны на нем золотые. Он как тополь между ними; только не расти, не цвести ему в нашем саду». Печорин встал, поклонился ей, приложив руку ко лбу и сердцу, и просил меня отвечать ей, я хорошо знаю по-ихнему и перевел его ответ.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мана юратнине пӗлеттӗм.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Эпӗ те пӗлеттӗм ӑна.

Я тоже знал его.

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫавӑнпа эпӗ чуста ҫӑрма та, хуран кукли пӗҫерме те шкулта вӗреннӗ чухнех пӗлеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

24. Пӗр талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтаратӑн; 25. ҫавӑнпа хӑрарӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм; акӑ илех хӑвӑнне» тенӗ.

24. Подошел и получивший один талант и сказал: господин! я знал тебя, что ты человек жестокий, жнешь, где не сеял, и собираешь, где не рассыпал, 25. и, убоявшись, пошел и скрыл талант твой в земле; вот тебе твое.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ Ананияна та, Ионафана та — аслӑ Семей ывӑлӗсене — пӗлеттӗм, эпир пӗрле Иерусалима Турра пуҫҫапма ҫӳреттӗмӗр, унта малтанхи ҫӗр ҫимӗҫне тата пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне кӳреттӗмӗр: эпир аташса ҫӳрекен тӑванӑмӑрсем хыҫҫӑн кайман; эсӗ, тӑванӑм, лайӑх тымартан тухнӑ! тенӗ.

Я знал Ананию и Ионафана, сыновей Семея великого; мы вместе ходили в Иерусалим на поклонение, с первородными и десятинами земных произведений, ибо не увлекались заблуждением братьев наших: ты, брат, от хорошего корня!

Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех