Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрхантаракан (тĕпĕ: пӑшӑрхантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑра пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусенчен пӗри, ҫакна ӑнланма та пулать, транспорт инфратытӑмӗ.

Так вот, одна из проблем, которую поднимают жители Чувашии в этой системе, и это ожидаемо – транспортная инфраструктура.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Тӗп управленире ҫӗнӗ ӗҫе ярасси ҫинчен татӑклӑнах пӗлтерсен, вӑл чӗрине пӑшӑрхантаракан йывӑр шухӑшне ниепле те сирсе яма пултараймарӗ, кадрсен пайӗнче васкавлӑн вӗрентсе каланине те йӗркеллӗ итлемерӗ, ҫав сӑмахсене хӑйне каланӑ пек те туймарӗ.

В главном управлении, где ему окончательно объявили о новом назначении, он не мог преодолеть угнетенное настроение и безучастно выслушивал в отделе кадров торопливые наставления, словно они его не касались.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Юлташсен сӑн-сӑпачӗсем улшӑнман, ҫавӑнпа вӗсен час-часах пӑшӑрхантаракан ӗҫӗсем сиксе тухатчӗҫ.

Товарищи же сохранили свой прежний вид, и это доставляло немало тревог.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ун пуҫӗнче пӑшӑрхантаракан шухӑшсем арпашӑнма пуҫларӗҫ:

Беспорядочные, тревожные мысли толпились у него в голове.

19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Почта ешчӗкӗ патне пыма хӑракан пултӑм, мӗншӗн тесен унта чӗрене пӑшӑрхантаракан хыпар тухассӑн туйӑнать.

Я боялась подходить к почтовому ящику — мне все казалось, что я найду в нем беспощадное известие…

Ҫар корреспонденчӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Пӗррехинче Симурден пӗр-икӗ сӑмах каланипех спекулянтсем ҫине ҫилленнӗ халӑха (ҫилӗ час-часах кайран пӑшӑрхантаракан йӑнӑшсем патне илсе пырать) Святой Николай портӗнче супӑнь тиенӗ парӑслӑ кимме аркатса салатасран чарнӑ; тепрехинче, Сен-Лазарь хапхи патӗнче, лавсене чаракан ҫынсен хаяр ушкӑнне салатса янӑ.

Во время народной ярости против спекулянтов, так часто выражавшейся в прискорбных недоразумениях, Симурдэну достаточно было одного слова, чтобы помешать разграблению лодки с грузом мыла, близ моста Святого Николая, и рассеять разъяренную толпу черни, останавливавшую повозки близ Сен-Лазарской заставы.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӑшӑрхантаракан шухӑшсем ӑна канлӗх паман.

Мысли были тревожные.

32 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Иккӗшне те пӑшӑрхантаракан ыйтупа калаҫу пуҫарма хатӗрленсе, вӑл, хапӑл-хапӑл ҫыркаланӑ блокнота листан-листан уҫнӑн, паян мӗн курни-илтнине тепӗр хут аса илчӗ, ҫапах та мӗнрен пуҫламаллине шыраса тупаймарӗ.

Готовясь заговорить о том, что их обоих тревожило, он, как наскоро заполненный блокнот, перелистывал впечатления сегодняшнего дня, ища и не находя первой фразы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ку ыйтӑва ответлеме Поднебеско хатӗр мар, анчах пропагандистӑн кирек епле калаҫуран та пӑрӑнса кайма юраманнине пӗлет вӑл, вӗсем вара кашни ҫыннах пуринчен ытла пӑшӑрхантаракан ыйту ҫинчен — ҫӗнтерӳ шӑпи ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

Поднебеско не был готов к ответу на этот вопрос, но знал, что пропагандист не имеет права уклоняться от какой бы то ни было беседы, и они заговорили о том, что всех беспокоило больше всего, — о судьбе победы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унӑн юратӑвӗ — амӑшӗн юратӑвӗ — хӗрӳленсе пырса, чӗрине ыраттармаллах пӑчӑртать, унтан амӑшӗн туйӑмӗ этем туйӑмне ӳсме кансӗрлет, ӑна ҫунтарса ярать, вара чаплӑ туйӑм вырӑнне чуна пӑшӑрхантаракан салхуллӑ шухӑш кӗл пек вӗлтӗртетсе тӑрать:

Ее любовь — любовь матери — разгоралась, сжимая сердце почти до боли, потом материнское мешало росту человеческого, сжигало его, и на месте великого чувства, в сером пепле тревоги, робко билась унылая мысль:

XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Чӗри Егора ӑсатакан ҫынсемпе килӗшмерӗ, пӑшӑрхантаракан, ыраттаракан туйӑмпа тулса пычӗ.

Сердце наполнялось шероховатым тревожным чувством несогласия с людьми, провожавшими Егора.

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Халӗ ӗнтӗ комиссар телейлӗ: пӑшӑрхантаракан ыйту, юлашкинчен, татӑлчӗ.

Теперь комиссар был счастлив, что в конце концов недоразумение выяснилось.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Угрене юлашки хут кайса килнӗренпе хӑйне пӑшӑрхантаракан тӗп ыйтӑвӗ ҫинчен сӑмахпа каласа пама та май пулман.

Но то главное, что тревожило и волновало его со времени последней поездки в Угрень, не укладывалось в слова.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫав ҫырура вилнӗ графиня, Эдвард амӑшӗ, хӑйсен килти тухтӑрне аслӑ ывӑлӗн амӑшне пӑшӑрхантаракан «ҫамрӑк алхасӑвӗсем» ҫинчен асӑрхаттарса ҫырнӑ.

В нем покойная графиня, мать Эдварда, писала своему домашнему врачу о «юношеских шалостях» своего старшего сына, которые ее очень беспокоят.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вилес умӗн темиҫе кун маларах вӑл Мускавран питӗ пӑшӑрхантаракан ҫыру илнӗччӗ…

За несколько дней до своей смерти он получил письмо из Москвы, которое его чрезвычайно взволновало…

XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

— Ку-ку, ку-ку… — пӑшӑрхантаракан сасӑ илтӗнет вӑрманта.

— Ку-ку, ку-ку… — тревожно неслось из леса.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Фронт штабӗнче ӑна: Певск районӗ пӑшӑрхантаракан районсенчен пӗри, тесе асӑрхаттарнӑ.

В штабе фронта, когда его предупредили, что Певский район — один из самых беспокойных.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Иртнӗ ҫултанпа ӗҫе кӗртнӗ «Инцидент-менеджмент» мониторинг тумалли тытӑм урлӑ ҫынсене кулленхи пурнӑҫра пӑшӑрхантаракан ыйтусемлӗ 9,5 пин ытла хыпар илнӗ.

С прошлого года через систему мониторинга «Инцидент-менеджмент» получено более 9,5 тыс. сообщений о том, что не удовлетворяет наших граждан в повседневной жизни.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Вовка сасартӑк трубаран пире пӑшӑрхантаракан хыпар пӗлтерчӗ.

И вдруг Вовка озабоченным тоном сказал из трубы:

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Хутран-ситрен вӑл чарӑнса, чуна пӑшӑрхантаракан сасӑпа мӗкӗрсе илет.

Иногда он останавливался и мычал глухо и тревожно.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех