Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнса (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне пӑхӑнса тӑракан бурсаксене сӑнама тухнӑ консулӑн шӑлавар кӗсйисем ҫав тери тарӑн пулнӑ, вӑл унта ыйхӑласа ларакан хӗрарӑмӑн лавкине йӑлтах вырӑнаҫтарма пултарнӑ.

Консул, долженствовавший, по обязанности своей, наблюдать над подведомственными ему сотоварищами, имел такие страшные карманы в своих шароварах, что мог поместить туда всю лавку зазевавшейся торговки.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи шутланать пулсан — саккуна пӑхӑнса унпа усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5738.html

Князь ывӑлӗн лачака е пылчӑк ҫинчен ҫуран утма мӗн чухлӗ йывӑррине те, хӑй ашшӗне пӑхӑнса тӑракан ҫӗр ӗҫлекенсен хуйхи-суйхине, ӗҫне-хӗлне те пӗлмелле.

А княжич должен знать, как тяжело ходить пешком по грязи и лужам; должен знать заботы и горести своих подданных-землепашцев.

Князь ачипе вӗрентекенӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл хӑй хуҫине тӗрӗс-тӗкел пӑхӑнса тӑнӑ.

Который верой и правдой служил своему хозяину.

Пахчаҫӑ, ҫӗлен тата упа ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ун кӑмӑлне пӑхӑнса, ун патне ҫӗр ҫинчи ӑслӑ ҫынсем чӗрчунсем пурте пухӑнаҫҫӗ.

И вот, повинуясь его воле, явились к нему все мудрецы и провидцы, и люди и животные, какие только были на земле.

Сулайман патшапа нумай пӗлекен тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Эпир пурте хамӑр йӑласене чура пек пӑхӑнса пурӑнатпӑр.

— Все мы — рабы своих привычек.

Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Арӑмӗ упӑшкине кӑна пӑхӑнса тӑрать.

Жена подвластна только мужу.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эпӗ вара хам виличченех сире пӑхӑнса пурӑнӑп.

А уж я век буду вам служить верой и правдой.

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тӗртнӗ май ал ӑсти ҫав тери кӑткӑс схемӑсене пӑхӑнса ӗҫлет.

В процессе тканья мастерица производит сложнейшие расчеты.

Автортан // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Эсир ыттисем пек ухмах мар, анчах хӑвӑра пӑхӑнса тӑракан ҫынсен сывлӑхне сыхласси ҫинчен, нимӗн чухлӗ те ӑнланаймастӑр.

Вы не такой дурак, как остальные, но вы не имеете ни малейшего понятия, как охранять здоровье своих подчиненных…

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Шыв юхӑмне пӑхӑнса, «Испаньола» майӗпен хӑйӗн тавра ҫаврӑнса илчӗ.

Повинуясь течению, «Испаньола» медленно повернулась вокруг своей оси.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Командӑна нимӗн туймасӑрах пӑхӑнса эпӗ хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнтӑм, кортика ҫӳлелле ҫӗклесе ҫурт кӗтесси тавра чупса кайрӑм, кунта сасартӑк куҫпа куҫах Эндерсонпа тӗл пултӑм.

Машинально подчиняясь команде, я повернул к востоку, с поднятым кортиком обогнул угол дома и сразу встретился лицом к лицу с Эндерсоном.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпир сире каллех пӑхӑнса тӑма хатӗр, анчах, паллӑ условисем тӑрӑх тата эсир пирӗнпе договор тума килӗшсен ҫеҫ пулӗ.

— Мы готовы вам подчиниться опять, но, конечно, на известных условиях: если вы согласитесь подписать с нами договор.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Мӗнпур приказанисене вӑл нимӗн чӗнмесӗр, пӑхӑнса тата ырӑ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыратчӗ.

Все приказания он исполнял молчаливо, покорно и добросовестно.

XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Людмила Ильинична, хӑйӗнче вӑраннӑ пӑлханӑва, шиклӗхе тӑнланӑ евӗр, ӑсра сӑнарланӑ Антонов каланине пӑхӑнса итленӗ евӗр, хускалмасӑр выртать!

Еще несколько минут лежит Людмила Ильинична, прислушиваясь к непривычному оцепенению, охватившему все ее существо и диктующему покорность, с которой она слушает хотя бы и воображаемого Антонова.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Скобкӑра ҫак сӑмахсене ҫырнӑ: «Тӳрӗлӗх, хӑйӗн тивӗҫне, коммунистла морале пӑхӑнса тӑни, ӗҫченлӗх, пурнӑҫри тӗллевӗшӗн ҫине тӑрса кӗрешни».

В скобках следовал перечень: «Честность, верность долгу, коммунистической морали, трудолюбие, настойчивость».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Асӑрхӑр, эпӗ кун ҫинчен хама пӑхӑнса тӑракан ҫынсенчен илтрӗм.

Я услыхал об этом, заметьте, от своих собственных подчиненных.

IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫав урӑх тӗнчери Алексей Михайловича Антонов-асли сӗмсӗрлӗхне пӑхӑнса аллисене нишлӗн сарни мар, вӗри утпа малалла вирхӗнни ытларах килӗшнӗ пулӗччӗ.

И тому, существующему в другом измерении Алексею Михайловичу, гораздо больше подходило скакать на коне, чем беспомощно разводить руками перед наглостью Антонова-старшего.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кантӑксем леш енче хирсем ешереҫҫӗ, хӗвел хура пӗлӗтсем витӗр туртӑнса, вӗсене тӳртӗн ҫутатать, классикӑллӑ пейзажсенчи пекех: пӗлӗтсем, ешӗл йывӑҫсем, ҫурхи инҫетӗн сенкер йӗрри, тӗнчен канӑҫлӑ мӑнаҫлӑхне пӑхӑнса, ун пирки систерсе тӑраҫҫӗ.

За окном зеленели поля, и солнце било в них, прорываясь из-за тучи туго натянутыми лучами, совсем как на классических пейзажах, где купы деревьев, и облака, и дальняя линия горизонта — все подчинено одному: настроению величия и покоя.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Атте! — тенӗ вӑл сасартӑк, хӑйӗн кӗтмен ҫӗртен хӗмленсе килнӗ шухӑшӗпе кӑмӑлне пӑхӑнса.

— Папаша! — вдруг спросила она старика, повинуясь внезапно вспыхнувшей мысли и желанию.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех