Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхсан (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫма Куҫмич йӑвине, Юмахри пек ҫурт-йӗрне Пӑхсан — этем тӗлӗнет, Кӗрсе курма именет…

Куҫарса пулӑш

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

Африкӑна ҫитмелли хушӑна (2000 км/1250 миля) пӑхсан тата икӗ утрав пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулнине кура ҫапла май вӑл Мадейрӑпа Порту-Сантӑна асӑннӑ теме май пур.

Оцениваемое расстояние до Африки (2000 км/1250 миль) и близость двух островов позволяют сопоставить это упоминание с Мадейрой и Порту-Санту.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Аякран пӑхсан, юмансем пӗр-пӗринпе хӗрлӗ хӑмачпа ҫыхӑннӑ пӑхаттирсем пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫырантан пӑхсан, шыв хӑйӑвӗ чӑн та хура тӗслӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лайӑх пӑхсан, йывӑҫ та хӑвӑрт ӳсет, сарӑлать иккен.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑнасарах пӑхсан йӑмрасен тураттисем ҫинче явкаланса ӳсекен хӑмлана асӑрхама пулать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна курсан е аякран утса килнине палласа илсен, унӑн тӗттӗмре те йӑлтӑртатакан хӑмӑр куҫӗсенчен пӑхсан хӗрӗн сывлӑшӗ пӳлӗнетчӗ, ури вӑйӗ пӗтетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чаплӑ кӗтесри чаплӑ вырӑнта пӑхсан сехре хӑпмалла тискер чӗрчун ларать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫапах та платна хул-ҫурӑмӗпе пӳ-сине пӑхсан (пӑхаттир пек тӗреклӗ пулнӑран) ӑна никам та ача-пӑча вырӑнне хумасть.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Халӑх йышне пӑхсан Канадӑра вӑл ку виҫепе саккӑрмӗш вырӑнта тӑрать.

Это восьмой по величине город в Канаде.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Халь тин айккинчен пӑхсан ку кулӑшла та курӑнать пуль, анчах пурте питӗ савӑнса тӑраҫҫӗ те, пурне те вӑй кӗрсе кайнӑ та, шӳт-кулӑ кӑна янӑраса тӑрать икӗ ҫырма пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таҫта ҫӳлти ирхи шуҫӑм ҫапнӑ уҫлӑхра тинкерсе пӑхсан та куҫа курӑнман тӑрисем каҫса кайса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку ҫӑл куҫ та ял енчен пӑхсан Эль кӳлли енчех.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗтӗм лаптӑк ҫирӗп йӗркене пӑхӑнать: паркӑн аялти шайӗнче лутра самшит йывӑҫҫисене лартнӑ, вӗсен хыҫӗнче (керментен пӑхсан) пысӑк ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем хӳме пек тухса тӑраҫҫӗ.

Всё пространство подчиняется строгой иерархии: нижний уровень парка усажен низкими самшитовыми деревьями, за которыми (если смотреть из дворца) встаёт стена больших лиственных деревьев.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Карта ҫине пӑхсан, ҫакӑ курӑнса тӑрать: ССР Союзӗ вӑл — тӳрем ҫӗршыв; унта айлӑм тӳремлӗхсем, ҫӳллӗ тӳремлӗхсем сарӑлса выртаҫҫӗ.

По карте видно, что СССР — равнинная страна, страна низменных и возвышенных равнин.

Ҫӗр ҫийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Йӗри-тавра пӑхсан, ҫӗршыв ҫап-ҫарах.

Кругом все голо.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Аялалла пӑхсан, пуҫ та ҫавӑрӑнса каймалла ҫӳллӗ ҫӗрте ансӑр сукмак тӑрӑх пӗрмай ҫӳлелле улӑхни пурне те пит ывӑнтарчӗ.

Долгий подъем по узкой тропе на головокружительной высоте очень утомил всех.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Катаран пӑхсан, пӑр юхнине шыв юхса анать тейӗн.

Издали они кажутся ледяными реками.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Карта ҫине пӑхсан, эсир ҫакна куратӑр: Кавказӑн Хура тинӗс хӗррипе выртакан вырӑнсен сарлакӑшӗ пур ҫӗрте те пӗр пек мар.

Если посмотрите на карту, то вы увидите, что ширина Кавказского побережья не везде одинакова.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Малтанлӑха пӑхсан пушӑ хирте чӗрчунсем ҫук та темелле.

На первый взгляд животных в пустыне нет.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех