Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхсан (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫанхи саманасене мар, историллӗ ӗмӗрсене илсе пӑхсан, ҫакӑ курӑнать: чӑваш ҫынни уя суха тума, тырӑ акма кайнӑ-и, улӑха утӑ ҫулма-и, вӑрмана йывӑҫ касма-и, вӑл, йывӑр ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, юрӑ юрланӑ; ӗҫ хыҫҫӑн, пушӑ вӑхӑтсенче, тӑванӗсемпе, юлташ-тусӗсемпе уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулнӑ-и, — ку чухне те хӑйӗн юратнӑ юррисене юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Эстетика ыйтӑвӗсене тӗпе хурса пӑхсан, иккӗмӗш кӗнеке тӳпи — вӑл «Поэзи пулсан…» сӑвӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Aiguille Rouge ҫинчен пӑхсан курӑнакан Арк 2000 тата Арк 1950

Вид на Лез Арк 2000 и 1950 с Aiguille Rouge

Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA

Aiguille Rouge ҫинчен пӑхсан курӑнакан Монблан сӑнӗ

Вид на Монблан с Aiguille Rouge

Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA

Хоккейри роликлӑ тӑркӑчсен хашакисем ҫий енчен пӑхсан (тепӗр май каласан, роккеринг) кустӑрмасене тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫтарма май параҫҫӗ, ҫапла вара ҫаврӑнӑҫулӑх пысӑкланать.

Часто раммы хоккейных роликовых коньков имеют возможность установить колеса на разной высоте относительно поверхности (т. н. роккеринг), таким образом, достигается повышенная маневренность.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ку пушмак ҫиелтен пӑхсан сноуборд крепленине аса илтерет, пластикран тунӑ крепленирен тӑрать, ун ҫумне крассовки тӑхӑннӑ роллерӑн ури ҫирӗпленет.

Эти ботинки, напоминающие по виду крепления для сноуборда, состоят из пластиковых креплений, в которых закрепляется нога роллера, обутая в кроссовку.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

«Пушарсен кӑтартӑвӗсене тишкерсе пӑхсан, Ҫӗнӗ ҫулхи уявсем вӑхӑтӗнче ытти кунсемпе танлаштарсан вут-ҫулӑм алхаснӑ тӗслӗхсем 2 хут ытларах», — палӑртрӗ округри 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.Ананьев.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Пӑхсан, кӗркунне кӑнтӑралла вӗҫекен кайӑк хур картине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Халӑх хушшинче Сантӑрккана шырарӗ вӑл куҫӗпе, анчах, епле тинкерсе пӑхсан та, мӗн шырани курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр вӗҫӗнчен пӑхсан, тепӗр вӗҫӗ курӑнмасть — пирӗн ял тӑршшӗ!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑлӑх ачисем ҫине пӑхсан, пушшех чунӗ тӑвӑрланса ҫитет, йӳҫӗ куҫҫулӗ куҫ ҫутине ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гитлер бинокльтен пӑхсан Мускав курӑнать, Хӗрлӗ Ҫарӑн хӑвачӗ сӳнчӗ, часах ӑна чӗркуҫҫи ҫине лартатӑп тесе каппайнӑ кунсенче Петӗрпе Хӗветӗр — хастарлӑ комсомолецсем хӑйсен ирӗкӗпе вӑрҫа тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юр пӗлӗчӗсем витӗр пӳске пек палӑракан хӗвеле пӑхсан, тӑхӑр сехет ҫывхарать темелле.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякран пӑхсан, ял лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнать темелле.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре Иван пек, тепре пӑхсан, мӑнракаллӑ нимӗҫ пулса, мана тӗртме пӑхать пек.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑрккана та пурӑнма ҫӑмӑлтарах, мӗншӗн тесен килте арҫын пурри ӑҫта пӑхсан та сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑртран айлӑмалла пӑхсан, унта та кунта тӳннӗ телеграф юписем, ҫунса хуралнӑ танк мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, хӑшӗсем халӗ те мӑкӑрланаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне ҫавӑтнӑ ҫыннӑн гимнастеркине, пиҫиххине, тӳмисене хыпаласа пӑхсан тин савӑнӑҫ ҫиҫсе илчӗ унӑн тӗксӗмленнӗ питӗнче: — Хӑтӑлтӑмӑр иккен, тусӑмсем, хӑтӑлтӑмӑр! Тавах сире мана пӑрахманшӑн, — темччен калаҫса пычӗ Иван, ункӑран ҫӑлӑнса тухнӑ пулӗ тесе шутларӗ ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑрантас ҫинчи ҫынсене ҫутатса пӑхсан тин вӗсем, унтера сывлӑх сунса, ҫул кӑтартса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрхип, ҫӗрелле уснӑ пуҫне ҫӗклесе пӑхсан, хӑй умӗнчи ҫынна палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех