Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑннӑ (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман кукринелле пӑрӑннӑ хӗрарӑмпа ача майӗпен курӑнми пулни вара арҫын чӗрине хӗскӗч пекех хӗстерчӗ, кӑмӑлне йывӑрлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫултан пӑрӑннӑ пулмалла эпир, — терӗ хӗрарӑм, кӗрӗкне силлекелесе.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул кукринелле пӑрӑннӑ ҫуна ӳречипе ҫамрӑк ӑвӑс вуллине ҫапӑнса часах куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Чылай аяккалла пӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Урса кайнӑ Еркиней Тути-ҫӑварӗ пӑрӑннӑ, Чӗри хӑвӑрт сикнипе Пырӗ шалтах тӑвӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫулӗ Топозеро енчен темиҫе километр тӳп-тӳрӗ тӑсӑлать те Карпиярвинелле пӑрӑннӑ ҫӗрте кукӑрӑлса илет.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Каҫхине клуба кайӑпӑр, юрать-и? — терӗ Ванюк Ленӑна, ыттисем аяккалла пӑрӑннӑ самантпа уса курса.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лаша ҫинчен татӑлса аннӑ офицер патӗнчен темӗнле усал шӑршлӑ япаларан пӑрӑннӑ пек демонстрантсем аяккарах парӑнчӗҫ те ҫирӗппӗн малалла утрӗҫ.

Обойдя, словно какую-то падаль, упавшего под лошадь офицера, демонстранты стремительно двигались вперед:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑкӑрлӑкран тухса Вӑтакасалла пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна сулӑнка кайнипе Михха тутлӑ ыйхинчен вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑнах, ку чаплӑ мӑрсашӑн парне сахал мар лекет Алттыша, — ывӑлӗ пӑрӑннӑ пек шӳтлӗ калаҫуран пӑрӑнмасть Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмси тӳрӗ те ҫинҫе, вӗҫӗ ҫеҫ пӑртак сулахаялла пӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Халь ӗҫрен пӑрӑннӑ, анчах хӑй вӑхӑтӗнче районсен администрацийӗсене ертсе пынӑ, шанса панӑ территорисемшӗн тата унта пурӑнакан ҫынсемшӗн яваплӑх йывӑрӑшне хӑйсем ҫинче туйнӑ ҫынсен шухӑшӗ интереслӗ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Вӑл яланах Улькапа Кузьмина хӑйсене ҫеҫ хӑварма тӑрӑшнӑ, хӑй ҫав вӑхӑтра аяккалла пӑрӑннӑ.

Она всегда старалась оставлять Ольгу и Кузьмина одних, а сама отходила в сторону.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Чылай кайсан, лаша ҫул ҫинчен вырнӑ ана ҫине пӑрӑннӑ, урапана йывӑррӑн туртса, сӗлӗ ани пуҫне ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Колонна ӑҫталла та пулин пӑрӑннӑ чух йӗрке варринче пыракан Ваҫук малалла ӗмӗтленсе пӑхать, тен, вӗсен ҫул вӗҫӗ ку?

Стоит колонне свернуть куда-либо, как идущий в ее середине Васюк с надеждой начинает всматриваться: авось это конец их пути?

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Марине, бригадир пулнӑ май, пӗр вырӑнта нумай тӑраймасть, тӗрлӗ ҫӗре чупкаласа ҫӳрет, хӑй патӗнчен пӑрӑннӑ чухне вара Сехре ӑна кашнинчех ӑшӑ куҫпа ӑсатса ярать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Карачӑм, — тет ҫавине сулса янӑ чух ун еннелле пӑрӑннӑ Анушка, — эпир нумай иртсе кайрӑмӑр, ҫитӗ, аван мар.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа пӗрлех Ульянин профессор текенӗ Совет влаҫӗнчен пӑрӑннӑ, ҫӗнӗ йӗркепе килӗшмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уй хапхинчен кӗрсе сылтӑмалла пӑрӑннӑ чух Тоскинеева такамсем ҫӗлӗкӗсене хывса пуҫ тайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑвайт малтан туйӑннинчен инҫерех иккен; Гобсона хӑйӗнчен самаях хыҫала хӑварса Детрей кӗҫех кӑвайта тата Шенка курчӗ, — вӑл ҫын сассипе йытӑ вӗрни илтӗнекен ҫӗрелле пӑхма кӑвайт патӗнчен тӗттӗмелле пӑрӑннӑ.

Огонь был дальше, чем показалось вначале; оставив Гобсона далеко позади себя, Детрей увидел, наконец, костер и Шенка, отошедшего от огня вглядеться в тьму, где слышал он голоса и лай.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех