Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑрӑнасси пулмарӗ: вӗсен умӗнченех юртӑпа чупакан улма чӑпар урхамах иртсе кайрӗ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Илӗртӳ — жандармсем ҫӗрле пырса тытассинчен яланлӑхах пӑрӑнасси, патша самодержавийӗ хӑйӗн юнлӑ кил-ҫуртне сыхлас тесе тунӑ решеткепе кандаласенчен, чуллӑ хӑрушла тӗрмесенчен пӑрӑнасси, — пурнӑҫран татӑлса, хӳтлӗхсӗр, ҫемьесӗр, сӑн-пите, сӑмаха, паспорта улӑштарса, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӑрттӑн куҫса ҫӳрени.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Те нимпе пусарас тесессӗн те пусӑрӑнман кӑмӑлӗ Нинӑпа калаҫса пушшех те вӑркама пуҫӑннӑран, тӑнӑ вырӑнтан пӗртте Ҫуткасалла пӑрӑнасси килмерӗ Динӑн.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вунӑ ҫынна яхӑн уйрӑлса, ун хыҫҫӑн хӑвалӑхра, авӑрсенче, арман пӗвисенче паромсемпе пысӑк кимӗсем шырама кайрӗҫ; нимӗҫсен приказне хресченсем йӑлтах пӑхӑнас ҫуккине, кимӗсемпе паромсене пӗтӗмпех путарса пӗтерменнине шанса тӑраҫҫӗ вӗсем, мӗншӗн тесен пуҫ пӗтмелле пулас пулсан та, приказран яланах пӑрӑнасси хресченӗн юнне кӗрсе вырнаҫнӑ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӑкӑрлӑкран пӑрӑнасси ҫеҫ юлать…
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Асӑрханмасӑр-тумасӑр тенӗ пек, судья ҫав меслетпе усӑ курма тытӑннӑ пулсан, унӑн шухӑшӗсем хӑш еннелле пӑрӑнасси йӑлтах хӑйӗнчен, хӑй мӗн таран малалла курма пултарнинчен (час-часах инҫетрине курсах каймасть тата вӑл), этемӗн вӑйсӑр ӑс-хакӑлӗнчен килнӗ пулӗччӗ.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Чӗнмен чух ҫапла пӳрт умӗнче ларса кӑштах йӑпанать те каялла кӗрет: кунтӑк авать, Шерккей е Элентей валли витре-чӗрес тӗплет; хуҫалӑхри пур ӗҫе те вӗренсе ҫитнӗ вӑл, ун ӗҫе тиркесси те, ӗҫрен пӑрӑнасси те ҫук.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫыран хӗррине пӑрӑнасси е аяккалла ҫул тытасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук.О том, чтобы поворотить к берегу или свернуть в сторону, нечего было и думать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫакӑн пек пӳлӗмсенче вара тӗрлӗрен кирлӗ мар шухӑшсем хӑйсем тӗллӗн тупӑнса пыраҫҫӗ, упӑшки авиацире служить тӑвакан хӗрарӑма та ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшсенчен пӑрӑнасси ҫӑмӑл ӗҫ мар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
29. Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрасси, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнасси, хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчи парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ тӑвасси, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне, тырӑ-пулӑ парни, ытти парне кӳресси пирӗнтен ан пултӑр вӑл, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1