Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахмарӗҫ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна персе пӑрахмарӗҫ.

Его не расстреляли.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий ӑна вӗҫне ҫитиччен итлеймерӗ, — хӑйне стена ҫумне хӗстерсе хучӗҫ те, тепле ҫеҫ хӗҫ ҫаккине татса пӑрахмарӗҫ.

Дослушать Листницкому не удалось, — его оттеснили к стене, едва не порвали ремень шашки.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем ҫӗр пӳртрен сиксе тухнӑ салтака, мӗн те пулин ҫыртмалли ухтарса ҫӳренӗскерне, темле ҫеҫ персе пӑрахмарӗҫ.

Они чуть не застрелили вылезавшего из землянки солдата, который шарил там в поисках съестного.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтанхи самантра эпӗ каланине вӗсем ӗненмерӗҫ, анчах, эпӗ чӑннипех те Робинзон Крузо пулнине пӗлсен, ыталаса чуптунипе мана кӑшт ҫеҫ пӑвса пӑрахмарӗҫ.

В первую минуту мне не поверили, но, когда убедились, что я действительно Робинзон Крузо, меня чуть не задушили в объятиях.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллах ӗнтӗ, пӗрре сӑнама тытӑннӑ магазина сӑнама пӑрахмарӗҫ.

Само собою разумеется, что внимание, раз обращенное на магазин, не отвратилось.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Урӑхла каласан, манӑн кунта ни тӗлӗкӗмпе, ни сывлӑшӑмпа айӑпӑм пулман, мана пурпӗрех кӑшт ҫеҫ ҫапса пӑрахмарӗҫ вӗт ылханлӑскерсем…

То есть ни сном ни духом тут моей вины не было, а ведь меня чуть не убили, окаянные…

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

20. Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21. ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.

20. Прочие же люди, которые не умерли от этих язв, не раскаялись в делах рук своих, так чтобы не поклоняться бесам и золотым, серебряным, медным, каменным и деревянным идолам, которые не могут ни видеть, ни слышать, ни ходить. 21. И не раскаялись они в убийствах своих, ни в чародействах своих, ни в блудодеянии своем, ни в воровстве своем.

Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Анчах вӗсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, усал ӗҫӗсене пӑрахмарӗҫ, ют турӑсене тӗтӗрме чарӑнмарӗҫ.

5. Но они не слушали и не приклонили уха своего, чтобы обратиться от своего нечестия, не кадить иным богам.

Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахмарӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм; 39. тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн; 40. кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗрле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм.

38. Вот, двадцать лет я был у тебя; овцы твои и козы твои не выкидывали; овнов стада твоего я не ел; 39. растерзанного зверем я не приносил к тебе, это был мой убыток; ты с меня взыскивал, днем ли что пропадало, ночью ли пропадало; 40. я томился днем от жара, а ночью от стужи, и сон мой убегал от глаз моих.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех