Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахма (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран хӗррине тухсан, ҫӑмламас хӑлхинчен ҫатӑрласа тытрӑм та ҫак упана, ҫирӗпрех кантра е пралук тупӑнсанах ӑна ҫыхса пӑрахма ӗмӗтленсе, ҫул айккинелле, енчен-енне пӑхкаласа пыраттӑм ӗнтӗ, темле сасӑ илтӗннипе хыҫалалла куҫ ывӑтрӑм ҫеҫ — сехре хӑпрӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пирус туртма пӑрахма шутларӑр-тӑк халӗ ӑнӑҫлӑ вӑхӑт мар.

Если вы бросаете курить – это будет не самый приятный для вас период.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Те ӗҫпе, те ман чӗрене ҫӗре ӳкнӗ арбуз пек ҫурса пӑрахма.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Тавӑҫра Йошкар-Олари комбинат Вӑрнартине правасене пӑсма пӑрахма ыйтнӑ, унран вӑл куншӑн 5 миллон тенкӗ шыраса илесшӗн.

В исковом заявлении комбинат из Йошкар-Олы попросил Вурнарский прекратить нарушение своих прав, за нарушение которых было запрошено 5 миллонов рублей.

Вӑрнарти тата Мари Элти аш-какай комбиначӗсем кӑлпассишӗн тавлашма пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34082.html

Лере ҫӗр ҫулхи карчӑк те ывӑлне, те мӑнукне ӑсатать: вӑл комсомол значокӗ ҫакнӑ каччӑ мӑйӗнчен хӑйӗн хӗресне ҫакса ярасшӑн — каччи, юлташӗсем умӗнче именчӗклӗ кулкаласа, хӗресе хывса пӑрахма хӑтланать, анчах карчӑка та кӳрентересшӗн мар пулас…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑй ҫинчен кам та пулин шӳтлесе кулкаласан, ӑна ҫапса пӑрахма хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирус тӗпӗсене пӑрахма ещӗкпе хӑйӑр лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кустӑрма айне пӑрахма йӑтса килӗр-ха, — тенӗччӗ Коля.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑна пӑрахма шел, ҫак вылямалли хатӗр валли вӑл чух кӑна.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Унпа пӗрле стражник тата нумай арҫынсем Микулана вут ҫине тытса пӑрахма килеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вут тивертекене ним шеллемесӗр вут-кӑвар ҫине тытса пӑрахма пултарать.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа, кирек хӑшне те ҫапса пӑрахма хатӗрленсе, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хуҫи хушмасӑр ӗҫе пӑрахма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫумра пӑшал-качка пулсан, вӗсем пире ним мар шӑлса пӑрахма пултараҫҫӗ, — шикленерех хушса хучӗ тахӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ну, Сергейне шансах пӑрахма ҫук тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сирӗн упӑшкӑра талӑкне тӑват-пилӗк хутчен тытамак тытса пӑрахма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑрахма пуҫлӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Упа-и унта, кашкӑр-и, ялсене кӗрсе кайса ӗне выльӑха ҫура-ҫура пӑрахма пуҫличчен йӗрлесе тытмалла ӑна, персе ӳкермелле.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халь куратӑп ӗнтӗ, ху чапа тухас тесе эс ют ҫынна ҫеҫ мар, хӑвӑн тӑван аҫуна та чиксе пӑрахма пултаратӑн, — терӗ Кӗркке.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӑна пӑвса пӑрахма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех