Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахма (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5-мӗш класран малалла вӗренме май пулман хӗр ачан, тем пек пӗлӳ пухас килсен те, ашшӗ чирлесен унӑн шкултан пӑрахма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Эпӗ, паллах, ун ҫинчен шухӑшлама пӑрахма пултарайман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Мана апла вӑл шутран кӑларса пӑрахма тивет пуль; эп халь ак, ним ҫинчен те шухӑшламастӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сана такам та юратса пӑрахма пултарать, эпӗ хам та яланах сан пек хӗрача ҫинчен ӗмӗтленнӗ, анчах ак, сана тӗл пултӑм та, ҫамрӑклӑх, юрату туйӑмӗсем манӑн йӑлтах таҫта кайса хӗсӗнсе пытанса ларчӗҫ, эпӗ калаҫма пултараймарӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ӑна, Мосальские, ҫав юратуран кӑларса пӑрахма май пулсан (май пур-ши?), паллах, малтанхи юратушӑн хӑйшӗн ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Решеткасене илсе пӑрахма пулмасть-и-мӗн?

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тӗрӗссипе, тивӗҫлӗ канӑва вӑл унчченех кайнӑ-ха, халӗ вӑл асӑннӑ учреждение ертсе пыма пӑрахма йышӑннӑ.

В действительности, на заслуженный отдых она ушла еще раньше, теперь же решила отказаться от руководящей должности в данном учреждении.

Ренада Фёдорова социаллӑ центра ертсе пыма пӑрахнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34850.html

Каплипе эсир сехете кӑна мар, ҫынна та ҫӗмӗрсе пӑрахма пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хайхи Тимофеев мана хӑй ертсе пыракан пӗрлешӗве ӗҫе илме килӗшсен те Шупашкара куҫса килместӗп пуль, мӗншӗн тесен лери ӗҫе чунтан юрататӑп, ӑна пӑрахма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Аллисене хыҫалалла туртса ҫыхнӑ, атту вӑл офицер ҫине сиксе ларса пӑвса пӑрахма та пултаратчӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ман тупӑкӑм ҫине тӑпра пӑрахма та пулин илсе ҫитерӗр, — кӗлтурӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытти тарҫӑсене чӗнсе кӳртрӗ те мана ҫыхса пӑрахма, саламатпа пӗҫертме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн ирӗкӗ пулсан, вӑл ӑна, ҫав ютенӗ карчамаса, шалча ҫине лартӑччӗ, алли-урине касса пӑрахма, куҫне чавса кӑларма хушӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хальхинче хӑй курайман Шӑхале чиксе пӑрахма хал ҫитереймесӗр тӑман пулӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене патруль асӑрхасанах, тытма е персе пӑрахма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫывӑха пыма ан та шутла, часах асӑрхама, персе пӑрахма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Килсе тухтӑр-ха ун умне пӗр-пӗр фашист, ӑна вӑл ҫавӑнтах персе пӑрахма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл пӳрт патне ҫывхарма пуҫлатӑр кӑна — кирек мӗнле фашист та ӑна шӑлса пӑрахма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пурте самант пӗр «чышка чӑмӑртанса», ку ӗҫе пӗр тӑхтаса тӑмасӑр туса пӑрахма йышӑну турӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрача пулма пӑрахма Марине нихӑҫан та килӗшес ҫук!

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех