Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахать (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн сӑнӗнчи хаваслӑ сулӑ вара самантрах таҫта ҫухалать, мастер такама кӳреннӗ пек пулса калаҫма та пӑрахать

Улыбка исчезала с его лица. Мастер обиженно замолкал…

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вилсех кайӗ-ши? — тепӗр хут ӳлесе ячӗ хӗрарӑм, — ҫапса пӑрахать вӗт вара мана Еккӗм.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Ирӗксӗрех юратса пӑрахать пулать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пирӗн Прухур мучие тӗкӗнсен, сана эп мар, Хурамал ҫапса пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Наше дело хуткупӑс, — текелесе, пуслӑхне урапа ещӗкӗ ҫине пӑрахать, вӗрен туртнипе якалнӑ ҫекӗлне ҫавӑрса хурса, лашине ҫурӑм тӑрӑх чӑпӑрккапа туртса илет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Малтан хӑраттӑмччӗ, ним мар чиксе пӑрахать ку мана теттӗмччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳсӗр чухне ним мар чиксе пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Хусан, Бахчисарай, Стамбул ҫинчен калама тапратсан Мамич-Бердей айван ачалла ҫӑварне карса пӑрахать вара.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пиччӗр вӑрҫӑ пуҫлас пулсан Иван патша, вырӑс патши, пирӗнпе хирӗҫме тапратать, пиртен утсем илме те пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним мар чиксе пӑрахать хӗр ача мана, ҫӗҫӗпе тӳрех чӗре тӗлӗнчен патлаттарать.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь апла мар, Твиккапа Квикка Ламппаса хӑйне хӑваласа яраҫҫӗ: Ламппас ҫенӗк умне тухсан, Твикка тӗкӗсене шӑртлантарса, унччен те пысӑк куҫне тата ытларах чарса пӑрахать те хаяррӑн лӑр-лӑр! тесе мӑкӑртатать, Ламппас вара ырӑ мара сиссе ҫав самантрах ҫенӗк айне шӑвӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ывӑннӑ шӑм-шак та сурма пӑрахать, ыйхӑ та канлӗрех…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Паян кӑнтӑрлаччен касса пӗтересчӗ, вара, сыпӑласа тухса, турат ҫунтарасси ҫеҫ юлать, — пӑчкине хӑйрама пӑрахать бригадир.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӑйӗ те паҫӑрхи мар та, ҫапах тытӑннӑ ӗҫе кам пӑрахать?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗри, ав, ҫемйине пӑрахать, тепри ӗҫкӗпе ҫапкаланса ҫӳресе вӑхӑтне сая ярать, виҫҫӗмӗшӗ чире персе наянланса пурӑнать тата ытти те, тата ытти те…

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Вӗлт те вӗлт! илсе пӑрахать ӑна кӗрепле, ывӑтать вырнӑ хӑмӑл ҫине.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Апла каласан, мана татах хӗнесе пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Амаҫури ача виллине ҫӗтӗк михӗпе чӗркет те хӑмла ҫинче кӗреҫепе шӑтӑк чавса унта пӑрахать, витсе хурать, улӑм купалать.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫулла вӑл ытла пӗҫертсе хӑй ӑшшине пӗтерсе пӑрахать, хӗлле валли унӑн ӑшши юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана курсан, вӑл тӗлӗнсе куҫне чарса пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех