Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытарнӑ (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каялла таврӑниччен амӑшне ырӑ ҫынсем тирпейлесе те пытарнӑ

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Юлашки самантра минтер айне пытарнӑ скальпеле сестра туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Леснике вӗлернӗ, ӑна эсир пытарнӑ

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ивановпа Алексеев вара, хӑйсене айӑпласран хӑраса, лесник виллине ҫырмана, тӑпра айне пытарнӑ, ҫулҫӑсемпе витсе хӑварнӑ, — терӗ судья.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӑн ҫул ҫине пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Мӑн ҫул ҫине пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Пытарнӑ япаласене Совета пама хӑюлӑх ҫитернӗ пулсан, кам пӗлет, вӑл, хӑранипе, мана та сутма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович Озеров, ылтӑн пытарнӑ пушӑ чӳлмекне ҫӗклесе, ял Советне никам чӗнтермесӗрех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Упӑшки ылтӑн пытарнӑ кӗтесри ещӗкре тахҫанхи коньяк кӗленчисем пуррине таҫтан аса илчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пытарнӑ мул шӑтӑкне питӗрмесӗрех картишне тухрӗ, йытти умне ҫимеллисем пӑрахса пачӗ, пуҫӗнчен лӑпкаса илчӗ, унтан пахча алӑкне уҫса, ӑна тул енчен тӗкӗлесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юлашкине таҫта урӑх ҫӗре пытарнӑ ӗнтӗ, анчах ӑҫтине вӗлерсен те каламӗ».

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Унӑн пытарнӑ е тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем патне ӑсатнӑ япаласем татах пулмалла-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав пытарнӑ япаласем ҫинчен Совета пӗлтернине йышӑнсан, ашшӗ ӑна ҫакӑнтах пӗтерессе аван чухлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манӑн пӗр пытарнӑ япала та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тете, санӑн ҫӗр айне пытарнӑ япалусене эрне каяллах Совета турттарса пынӑ. йӑлтах мар-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Апла, пытарнӑ ылтӑна тупнӑ…

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иванӗ хӗрпе йӗкӗтне таҫти яла илсе кайса пытарнӑ та, халӗ пӗчченех таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫӗр хута хӗре илсе кайса тӗплӗ ҫӗре пытарнӑ хыҫҫӑн, чӑн та килтех пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Али-Акрама пытарнӑ кунсенче, вӑрӑм та йӗплӗ чӗлхесем лӑпланиччен, Мамич-Бердей шӑппӑн ҫеҫ ҫӳрерӗ; мӑрсасемпе тавлашӑва кӗмерӗ, халь кунта эп хуҫа тесе никама та нимӗнле ӗҫ те хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах юхан шыв хӗрне ансан ҫакна курчӗҫ: каҫма киммисене каллех аякри хӑвалӑха илсе кайса пытарнӑ, Сӑр леш енче унта та кунта хул пуҫҫи ҫине йывӑр пищаль хунӑ стрелецсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех