Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытарнӑ (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Слакпуҫӗнче (Пелепей районӗ) Хӗрлӗ Ҫар боецне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Василий Павлович Васильева пытарнӑ церемони пулнӑ.

Сегодня в с.Слакбаш (Белебеевский район) состоялась церемония перезахоронения бойца Красной Армии, участника Великой Отечественной войны Васильева Василия Павловича.

Никам та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3393515

Ахальтен мар скандинавсен несӗлӗсем хӑйсен пуян та паллӑ ҫыннисене ладьясене хурса пытарнӑ.

Известно, что предки скандинавов умерших из знатного рода хоронили в ладьях.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чаплӑ пай хыҫҫӑн унчченхи ӗҫтешсене пытарнӑ вырӑна тухса кайнӑ, вӗсен вилтӑприсем ҫине чечексем хунӑ, пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Июлӗн 3-мӗшӗнче ГИБДД сотрудникӗсен професси уявӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... av-3326836

Тоня, арӑмӗ, питне ун ҫурӑмӗ хыҫне пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Упӑшкине пытарнӑ хыҫҫӑн уйӑх иртет-и — хӗрӗ ӑна тепӗр хуйхӑллӑ хыпар пӗлтерет: «Манӑн ҫире пур, иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна пытарнӑ хыҫҫӑн тем вӑхӑтран пӗр кунхине Тарановсем патне Ҫеклепи кинеми пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна Тверь облаҫӗнчи Глухарево ялӗнче 1942 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Мотострелоксен ятарлӑ 126-мӗш батальонра тӑнӑ салтака ҫар чысӗпе пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

…Зинӑна пытарнӑ кун ухмаха тухатӑп пуль, тенӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Арӑмне пытарнӑ хыҫҫӑн икӗ кунтан (число, вӑхӑт) Ермилов П. В. хӑйне хӑй вӗлерме шутланӑ, кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ (медицина кӑтартӑвӗ).

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Кулаксемпе куштансен ирсӗр ӗҫӗсене вӑл яланах тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, вӗсем пытарнӑ тырра шыраса тупма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Шӑпах ҫавӑн пек пулнӑ Юрмейкейкинсен: кинне пытарнӑ кӑна — Улатимӗр вилни ҫинчен пӗлтерекен хут персе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сире калас-и пӗр сӑмах: ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Глафира сирӗнпе тӗл пуласран вӑтанса килтен хӑвӑрт тухса кайнӑ иккен, вӑт мӗнле.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫын эрехе пула вилет, ӑна пытарнӑ чух пурпӗрех эрех ӗҫетпӗр, хамӑр та пӗр-пӗр синкерлӗ кун Ҫтаппан Фомич пек хытса выртма пултарасса аса та илместпӗр.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ӗнер пытарнӑ ӑна, паян мар.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

А.Рекеев протоиерей 1932 ҫулта вилнӗ, ӑна алтарь айне пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Вӑл вӗсене Атӑл хӗрринчи хӑмӑшсем хушшине пытарнӑ икӗ лутка-кимӗ тупса пачӗ, сулахай енне каҫма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран тата, тин ҫеҫ пытарнӑ ҫыннӑн чи ҫывӑх тусӗ пулса, сывпуллашу юррине те вӑлах юрларӗ:

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ хӗрне Эпрахиле ҫынсем Валтиел патне пытарнӑ, теприне тепӗр ял хирне, виҫҫӗмӗшне тата урӑх ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Таҫта кайса пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех