Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытарарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урайӗнче пуҫне лексиконсем ҫумне пытарарах выртса, пӗтӗм шӑм-шакӗ туртӑна-туртӑна илнипе тата кӑштах йӗрсен вилсе каяссӑн туйӑнакан мӗскӗн ҫине эпӗ хӗрхенсе пӑхса илтӗм.

Я с участием посмотрел на бедняжку, который, лежа на полу и спрятав лицо в лексиконах, плакал так, что, казалось, еще немного, и он умрет от конвульсий, которые дергали все его тело.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Иртерех пуль-ха пире каччӑ-мӗнсем пирки шухӑшлама, — вӑлтса, ӑшӗнче мӗн пуррине пытарарах каласа хучӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ун пирки халӗ нимӗн те пӗлместӗп-ха, — терӗ пытарарах Ҫемен.

— Об этом еще ничего не знаю, — сказал немного скрытно Семен.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Марья Кириловна ҫавсем ҫинчен тӗпчесе пӗлесшӗн ҫуннӑ, князӗ хӑшпӗр япали ҫинчен пытарарах каланӑ пек, пӗтӗмпех пӗлтермен пек туйӑннипе, хӗр пушшех пурне те ытларах пӗлесшӗн пулнӑ.

Всё это возбуждало в Марье Кириловне девическое любопытство, не вполне удовлетворенное учтивыми недомолвками князя.

XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех