Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытанмалли (тĕпĕ: пытан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна капитан пур енчен те курнӑ: унӑн тумланнӑ тата хӗҫпӑшаланнӑ ҫыннисем кашни хӑй вырӑнӗнче епле лӑпкӑн ҫывӑрнинчен те, кирлӗ пулсан пытанмалли шӑтӑксене епле алтнинчен те, пеме патронсем хатӗрленинчен те, оруди ҫине маскировка тумалли сетка епле тирпейлӗн карса хунинчен те, юлашкинчен — инҫетри ҫуртӑн маччинче каҫхи наводка валли ҫакнӑ фонарь епле лайӑх ҫуннинчен те курнӑ.

Он видел это по всему: и по тому, как спокойно спали его одетые и вооружённые люди, каждый на своём месте; и по тому, как были отрыты ровики, приготовлены для стрельбы патроны; и по тому, как была аккуратно натянута над орудием маскировочная сеть; и даже по тому, как ясно горел под крышей фольварка фонарик для ночной наводки.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

17. Эпӗ вара Санӑн хӑватна мухтаса юрлӑп, иртен пуҫласа Санӑн ырӑлӑху ҫинчен каласа тӑрӑп: хурлӑхлӑ кунӑмра Эсӗ манӑн хӳттӗм, тарса пытанмалли вырӑнӑм пултӑн.

17. А я буду воспевать силу Твою и с раннего утра провозглашать милость Твою, ибо Ты был мне защитою и убежищем в день бедствия моего.

Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Туррӑм — манӑн чул хысакӑм; эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл — манӑн хулканӑм, мана ҫӑлакан мӑйрака, манӑн хӳтлӗхӗм, манӑн тарса пытанмалли вырӑнӑм; мана Ҫӑлаканӗ, Эсӗ мана инкек-синкекрен хӑтартӑн!

3. Бог мой - скала моя; на Него я уповаю; щит мой, рог спасения моего, ограждение мое и убежище мое; Спаситель мой, от бед Ты избавил меня!

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех