Шырав
Шырав ĕçĕ:
Керменпе юнашар тӗрлӗ пайсенчен тӑракан сад йӗркеленӗ пулнӑ: тем пысӑкӑш газонсем, орнаментлӑ садсем, пахча, тем пысӑкӑш хӑмла пахчи, тата ыт. те.
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Виҫӗ колхоза пӗрлештерсен, Тутаркаспа Турикасри звено пысӑкӑш бригадӑсем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне тем пысӑкӑш лаптӑк ҫинче тӗрлӗ культура акса тӑвакан вӑйлӑ бригадӑсем организацилеме пулать.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ ӑна вӑл чӑнах та тӗрӗс асӑрханӑ, терӗм, анчах виҫӗ пенслӑх укҫа пысӑкӑш тирӗк, пӗрре хыпсах ҫисе ямалӑх сысна пӗҫҫи, мӑйӑр хуппи пысӑкӑш чашӑк тата ҫавӑн пеккисене курсан, эпӗ кулмасӑр чӑтса тӑма пултарайманни ҫинчен хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр, терӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Лешка ҫийӗнче тӗлӗнмелле «чаплӑ» обмундированиччӗ: тем пысӑкӑш улӑм шӗлепке, шӗлепки ҫине автан тӗкне тирсе янӑ, хӑй йӗри-тавра урлӑ та пирлӗ чӗн пиҫиххисемпе туртса ҫыхӑннӑ, сумкӑсем, планшеткӑсем, фляжкӑсем, бинокльсем ҫакса янӑ, сылтӑм аяккинче тем пысӑкӑш сабля ҫакӑнса тӑрать.
Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кӗске, чӗркуҫҫи патне ҫеҫ ҫитекен юбки купарчине ҫат тытса темӗн пысӑкӑш футбол мечӗкӗ пек кӑтартать, юпа пек ура хырӑмӗсене ҫӳхе чӑлхапа туртса лартнӑ; кофти тӑвӑр, ун ӑшне кӑкрисем аран-аран вырнаҫаҫҫӗ; кӑкри умӗнче тутлӑ икерчӗ евӗрлӗ темӗн пысӑкӑш брошка: кур, епле культурӑллӑ эпӗ, тет ӗнтӗ вӑл!
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ҫӳлтен уйӑх ҫутатать, тем пысӑкӑш вӑл, шӑратса тунӑ шар пек, калӑн ҫав, халь ҫеҫ вӗркӗч айӗнчен кӑларса хӗрнӗ мӑлатуксемпе шаккаса тунӑ тем пысӑкӑш кӗмӗл питлӗх тесе.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аван пулӗччӗ ҫак сулхӑнта йывӑҫсем хушшинче вӗҫсе ҫӳрекен лӗпӗш пысӑкӑш кайӑксемпе кайӑк пысӑкӑш лӗпӗшсем ҫине куҫ хӗссе пӑхнӑ май тепӗр сехет пек тӗлӗрсе выртма.
Вӑрманти сукмак ҫинче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Темӗн пысӑкӑш йывӑҫ-курӑксем ӳссе ӗрчесе каяҫҫӗ; эпӗ йывӑҫ евӗрлӗ папоротниксем хушшинче мӗлке пек уткаласа ҫӳретӗп, сарӑ тата ула-чӑла мергелпе хӑйӑр чулсем тӑрӑх хӑюсӑр уткаласа пыратӑп; эпӗ темӗн пысӑкӑш чӑрӑш йывӑҫҫисем ҫумне таянса тӑратӑп; ҫӗр фут ҫӳллӗш ӳсекен ликоподисен сулхӑнне кӗрсе ҫывӑратӑп.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тимӗр канатсем темӗн пысӑкӑш сӗркӗчпе ҫапнӑ хӗлӗхсем пек ҫанлатса тӑраҫҫӗ; паруссем тупа кӗрӗслетнӗ пек шаплатаҫҫӗ, кас-кас ҫил капланса килсен, тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ темӗн пысӑкӑш валсем яхтӑна шыв айне тӑвасшӑн ун ҫине ӗрӗхтерсе килеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тепӗр кун, ҫывӑрса тӑрсан, ҫулҫӳревҫӗсем океан темӗн пысӑкӑш шыв курӑкӗсемпе витӗнсе выртнине курчӗҫ; вӑл курӑксемпе ӳссе кайнӑ темӗн пысӑкӑш пӗве пекех курӑнса выртать, Паганель ӑна пампассемпе танлаштарса хучӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Е, калӑпӑр, тем пысӑкӑш эрешмен упаленсе пырать, мӗн пысӑкӑш?
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хӗвел системине пӗчӗклетсе Ҫӗре пӑрҫа пысӑкӑш хӑварас-тӑк Юпитер пӑрҫа-Ҫӗртен 300 метрта вырнаҫӗччӗ, Плутон вара Ҫӗртен — 2,5 ҫухрӑмра, унӑн калӑпӑшӗ бактери пысӑкӑш юлӗччӗ.
Пӗлме интереслӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№
Вӗт шӑрҫисем 2-3 мм пысӑкӑш пулнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Лагун тӗтрелӗхӗ тӳпере 90' х 40' пысӑкӑш облаҫе йышӑнать, ун патне ҫитме 5200 ҫутӑ ҫулӗ кирлине шута илсен унӑн чӑн пысӑкӑшӗ 60 х 140 ҫутӑ ҫулӗ пулнине кӑтартса парать.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
Тем пысӑкӑш Россия тӑрӑх ҫӳренӗ чухне эпӗ пирӗн пичет пӗлтернине ҫирӗплетсе паракан фактсем шырарӑм, анчах…
Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.
Аппарат сӗтел ҫинче ларатчӗ, — эпӗ унпа ӗҫлеттӗм, «Виҫӗ паттӑр» картинӑна, пайӑн-пайӑн, питлӗх пысӑкӑш юман хӑма ҫине ӳкереттӗм…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Уҫӑ грузовик ҫинче ларакан колхозниксем Мускав урамӗсене пӑхкаласа пыраҫҫӗ: унта та кунта хӗҫпӑшаллӑ салтаксем стройпа утса иртеҫҫӗ, танксем, шӑналӑк пек пысӑк ҫивиттипе витнӗ пысӑк грузовиксем, пӳрт пысӑкӑш хӑмпӑсем шӑвӑнаҫҫӗ урамсемпе, тӳпене те ҫав хӑмпӑсемех каркаласа илнӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ача тумалӑх ӳтӳ ҫук, купарчу та йӗкӗр чӑмӑр пысӑкӑш!
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗҫ ҫук пек, ыйха татса ҫӳретӗр, ача-пӑча вӑййи тупнӑ, — ҫӑварне тем пысӑкӑш карса анасларӗ те Кулюкка, ҫӑрана шӑлтӑртаттарса уҫса, кӗлете кӗчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тем пысӑкӑш калушне хывса силлерӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.