Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗлме интереслӗ

Автор: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх

Ҫӑлкуҫ: Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Хушнӑ: 2019.07.12 19:32

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 89

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пирӗн ӳт-пӳ атомсенчен тӑрать. Ҫав атомсем ҫӑлтӑрсем пулса кайнӑ тапхӑрти евӗрлех.

Нейтрон ҫӑлтӑрӗн тӗввине (ядро) апат кашӑкӗ чухлӗ илсессӗн унӑн йывӑрӑшӗ 90 миллиард фунт (43 миллиард кг) тайнӑ пулӗччӗ.

Хӗвел системине пӗчӗклетсе Ҫӗре пӑрҫа пысӑкӑш хӑварас-тӑк Юпитер пӑрҫа-Ҫӗртен 300 метрта вырнаҫӗччӗ, Плутон вара Ҫӗртен — 2,5 ҫухрӑмра, унӑн калӑпӑшӗ бактери пысӑкӑш юлӗччӗ. Пире чи ҫывӑх ҫӑлтӑр Проксима Центавра Ҫӗртен 16000 ҫухрӑм аякра пулӗччӗ.

Хӗвел системи хӑйӗн планетисемпе, спутникӗсемпе, миллионшар астероичӗсемпе Тӗнчен (вселеннӑйӑн) пӗрре триллионнӑмӗш пайӗнчен те пӗчӗкрех талккӑш йышӑнать.

Космос халӗ те таҫталла сарӑлса пырать. Вӑл пулса кайнӑ тапхӑртанпах сарӑлать.

Ҫӗртен 100 ҫухрӑм хӑпсан космос пуҫланать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех