Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пысӑкрах (тĕпĕ: пысӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кашни хутӗнчех патша тата пысӑкрах ҫар пухса каялла таврӑннӑ та пӑлхавҫӑсене е чеелӗхӗпе, е тата ултавлӑхӗпе ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи ачасем амӑшӗсен тутӑрӗсенчен ҫӗлесе тунӑ икӗ хутаҫа (пӗри пысӑкрах, тепри — пӗчӗкрех) апат-ҫимӗҫ васкасах чикме тытӑнаҫҫӗ, кӗсйисене те мӗн кӗнӗ таран тултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сухан, хӑяр, помидор, кишӗр, кӑшман хакӗсем кӑштах пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Ванда кӳллинчи шыв питӗ тӑварлӑ; унӑн тӑварлӑхӗ тинӗс шывӗнчен вунӑ хут вӑйлӑрах, ҫакӑ Вилӗ тинӗсринчен те пысӑкрах.

Вода в озере Ванда очень соленая; ее соленость в десять раз больше, чем у морской воды, и больше, чем у Мертвого моря.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

Пӗвеличчен ку ҫырма пысӑкрах пулнӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Урапа пек, тен, унтан та пысӑкрах пуль, тӗттӗмччӗ те, лайӑх курмарӑм, — тет Салма Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

2022 ҫулта патшалӑх тата муниципалитет заказчикӗсем енӗпе таварсем, пулӑшу ӗҫӗсем туянассин консолидированнӑй калӑпӑшӗ пӗлтӗрхи шайран 27 процент пысӑкрах, 45 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Пысӑкрах ӗҫ тӗплес пулсан хунтри-мунтри кӗтӗвӗсӗр май та килмест.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Хура йыттине, пысӑкрах тесе, ытларах та лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Йӗркелеме пӗлни, тавҫӑрулӑх ку эрнере ҫимӗҫне парӗ: ӗҫре пысӑкрах должноҫ сӗнӗҫ е ертӳлӗх хавхалантарӗ.

Организаторские способности и немного находчивости в этот период дадут свои плоды: в частности, можно ожидать повышение на работе или поощрение от руководства.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Харпӑр хӑй тупӑшӗсен пайӗ - 303,3 млн тенкӗ е маларахри ҫулхинчен 39,3 млн тенкӗ пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Пӗчӗкрех ӑслисен пысӑкрах ӑслисене, анчах тӳрӗ чунлисене ҫеҫ итлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Саламлатпӑр, тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗнетпӗр, Ревлен Петрович, Лида Егоровна, — ҫамрӑксен аллине тытса чӑмӑртарӗ Владимир Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кун пек бригадӑсен ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те ҫӳлти шайра, продукци пахалӑхӗ те пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Юлашкинчен Ефим Егорович ял-йышсене ырлӑх-сывлӑх сунчӗ, Ҫӗнӗ ҫулта тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тухӑҫӗ чакать, паллах, анчах хакӗ пысӑкрах пулнӑран тупӑшӗ йӳнеҫет.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

2014 ҫулта уйӑхри номиналпа палӑртнӑ вӑтам шалу республикӑра Мари Эл тата Мордва Республикисенчен пысӑкрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Медицинӑпа ҫыхӑнман сӑлтавсемпе пурнӑҫран уйрӑлнисен хисепӗ 2008-2013 ҫулсенче чакнине пӑхмасӑр, ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ кӑтартусем республикӑра Раҫҫей Федерацийӗн тата ФАО вӑтам цифрисенчен пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ку уйрӑмлӑх 2,2 хут пысӑкрах — 8,1 млрд тенкӗрен 18,1 млрд тенке ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Ку Раҫҫейри пӗтӗмӗшле кӑтартуран пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех