Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пысӑкрах (тĕпĕ: пысӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ак, сӑмахран, ак ҫак ҫурт, Америкӑра вырнаҫнӑ пулсан, пӗр вунӑ хут пысӑкрах пулнӑ пулӗччӗ.

— Это здание, например, было бы в Америке раз в десять выше.

«Упӑшки пулӑран урӑскер таврӑннӑ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/315

Ертӳлӗх халӗ сирӗнте пысӑкрах майсем асӑрхӗ, лайӑхрах хутшӑнма тытӑнӗ.

Руководство сейчас увидит в вас больше возможностей, и изменит своё отношение в лучшую сторону.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑвашсене ҫутӑ памалла, вӗсем хӗвеле ытларах курччӑр, кантӑксене пысӑкрах касчӑр, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Сергей Афанасьевич хӑнасене Чемей ӗҫченӗсен паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, вӗсен ыранхи тата пысӑкрах та ҫутӑрах ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Аварие тишкернӗ тӑрӑх, хӑвӑртлӑхран пысӑкрах тата иртсе каймалли правилӑсене пӑсни ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсем пулса тӑраҫҫӗ, ҫавна пула ҫынсем вилеҫҫӗ тата травмӑсем илеҫҫӗ.

Согласно анализу аварийности, превышение скорости и нарушение правил обгона являются основными причинами совершения дорожно-транспортных происшествий, в результате которых гибнут и получают травмы люди.

Пушкӑрт ҫулӗсем ҫинче профилактика мероприятийӗсем йӗркеленӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3396561

Вӑл, кӑҫалхипе танлаштарсан, 7,3 процент пысӑкрах пулӗ, 13271 тенкӗпе танлашӗ.

По сравнении с величиной в текущем году он превысит на 7,3 процента, и, как предполагают, составит 13 271 руб.

Ҫитес ҫул пӗр уйӑхра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ пулӗ? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35769.html

«Асановӑра» (44,9 центнер), «Слава картофелю» агрофирмӑра (43,3 центнер), «Рассвет» ЯХПКра (40 центнер) ку кӑтарту тата та пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫӗнӗ Пӑвасен ӗҫ калӑпӑшӗ вара пысӑкрах: кунта мини-стадионпа пӗрлех территорие хӑтлӑлатассине те пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Округра — вӗренӳ министрӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d0%be%d0%b ... 82%d1%80e/

Халӗ ҫак тӳлевсене, пулӑшу укҫи 4000 тенкӗрен те пысӑкрах пулсан, НДФЛ тытаҫҫӗ.

Сейчас эти выплаты облагаются НДФЛ, если сумма поддержки превышает 4000 рублей.

Студентсене пулӑшса - укҫа-тенкӗпе паракан пулӑшуран налук илмӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... lm-3388506

Шӑпах халӗ эсир тахҫантанпах кӗтнӗ самант ҫитнӗ: пысӑкрах должноҫ ыйтма пултаратӑр.

Именно сейчас настал долгожданный момент, когда вы можете осмелиться и потребовать повышения.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗceм ҫaпла пӗтӗмлетрӗҫ: кӗрхи тӗш тырӑ культурисен туxӑҫӗ кӑҫaл пӗлтӗрхинчен пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Caвӑнӑҫ кӳрекен хыпар // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cavanac-kyreken-hypar

ЧР ял хуҫaлӑx министрӗ Сергей Артамонов аграрисене паллӑ кун ячӗпе саламланӑ май ҫӗр ӗҫченӗceне канӑҫ паман ыйтусенчен пӗрне ҫaпла хуравларӗ: «Сумлӑ экспертceн ушкӑнӗ темиҫe кун каялла округсенчен пысӑкрах пайӗнче пулса тӗш тырӑ культурисен кӑҫaлхи тухӑҫне малтанлӑxa палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Caвӑнӑҫ кӳрекен хыпар // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cavanac-kyreken-hypar

Инвестици проекчӗсене территорисен планӗсемпе ҫураҫуллӑ тума тӑрӑшмалла — хайхи усӑ тата пысӑкрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Хальлӗхе ку кӑтарту 87% шайӗнче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен самай пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Импорт ӳсӗмӗ пысӑкрах, ҫапах экспорт хушӑнни пушшех кӑмӑллӑ — вӑл 5% пысӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Диспансеризацире пулнисен 35% яхӑн пайӗн кӗлетке виҫи ытлашши, 12,9% юнри сахӑр виҫи кирлинчен пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Ҫулталӑк маларах ку йыш чылай пысӑкрах пулнӑ — 105 миллион.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Шупашкарта, чӑн та, ку кӑтарту пӗчӗкрех — 28 метр, анчах ялсенче ҫуртсем пысӑкрах — халь вӑтамран 150 метрлӑ ҫуртсем тӑваҫҫӗ, ку регионӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвне те лайӑхлатать.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫак кӑтарту хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Кӗнекене кӗнӗ чӑваш паттӑр юмахӗсем хушшинче ултӑ пысӑкрах ушкӑн палӑрчӗ, унсӑр пуҫне тата тепӗр хушма ушкӑн та пулчӗ.

Чувашские богатырские сказки, включенные в данный том, классифицированы в шесть основных групп и одну дополнительную.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех