Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырсан (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйри каса пырсанах, вӑл Хветюк килӗ тӗлӗнче лав тӑнине асӑрхарӗ; патне пырсан, больница кучерне палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпир пырсан, «Ревизор» йӗркене кӗрӗ: Хлестаков рольне Яким хӑй вылять, Городничий — Иван Мучи, Марья Ивановнӑпа Марья Антоновна — Ырземпе Эдюка, Уҫӑп — эсӗ, Бобчинский — эпӗ, Добчинский — вӗсен хальхи суфлерӗ, — ҫӗкленсе каларӗ Данилов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах аппа мана, яла пырсан, ялан ҫапла калатчӗ: «Сӑн-сӑпатран эс аплах мар пек, ҫапах сар хӗрсем юратаҫҫӗ сана», — тетчӗ, эп вӑйӑран час таврӑнмасан…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл ҫын пырсан нихҫан та сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме кӑларса лартса курман, хӗрхенсе ку таранччен никама та пӗр татӑк ҫӑкӑр паман, хӑй вара ӗмӗрӗпех ҫын патӗнче ӗҫсе ҫинӗ, ӗмӗрех ҫынран тем те пӗр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Редакцие пырсан Павлуш хӑй юлташӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫар комиссариатне пырсан Эльгеева медицина комиссине тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ыран пырсан, паллаштарӑп, — терӗ те Эльгеев Проломнӑй урам еннелле упрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ним кулӑшли те ҫук унта — пӑшӑрханмалли кӑна: хӑвна хӑв пирӗн хушӑра интеллигентлӑ тытни яла пырсан, палли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хусана пырсан пирӗн пата кӗрессе шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тимуш, Павлушран хӑпманскер, шкула пырсан хыҫалти парта хушшине кайса ларнӑ, хӑйӗн тетрачӗ ҫине ҫырса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак хута кӑтартӑр, ачине илсе пырсан, — тесе пӗчӗк бланк тыттарчӗ Победимский.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юрлама юратакан Сарт Ҫеменӗ, кӑшт хӗрӗнкӗрех чухне, ҫапла юрлатчӗ вара Уҫӑп Тимахвейч патне ӗҫке пырсан:

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халиччен, Кутемере пырсан, Паймук хуҫа патне кӗрсе тухмасӑр каякан марччӗ Гурий атте, анчах паян — ҫав тери тулхӑрнӑ хыҫҫӑн — тӳрех Шӗнерпуҫне тӗрлеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫ тӑрӑх, хатӗрлесе панӑ тюксем тӑрӑх рабочисене тӳлесе пырсан, тупӑшӗ ытларах.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Петсольд хуҫа икӗ хакпах мар та, ҫапах еврейсенчен нумай хаклӑрах тӳлесе илчӗ, кирек хӑҫан илсе пырсан та — хакӗ ҫавах пулать, тени питӗ савӑнтарнӑ Паймук Ҫытӑрне.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ҫимӗке пырсан, мана ҫех мар, пурне те асӑнӑр вар», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ыйхӑ тӗлӗшпе калаҫнине ӑнланса хӗр пуҫне усрӗ, тутлӑн та сис-чӳллӗн анасларӗ; унтан хӗрарӑм сӗтел ҫинчен конверт ҫӗклесе ун патне пырсан хӗр ҫав тери тӗлӗнчӗ.

Поняв, что говорит со сна, девушка понурилась и зевнула; затем была очень удивлена, когда сиделка взяла со стола конверт и подошла к ней.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кунашкал аппӑшӗллӗ пулма… — чӗнмесӗр пырсан каласа хучӗ Готорн.

Иметь такую сестру! — сказал он после небольшого молчания.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӗҫерӗнсен, чӳрече патне чупса пырсан унран мӗнле хӑтӑлмаллине куртӑм.

Когда я вырвалась и подбежала к окну, я увидела, как могу избавиться от него.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр тесен, ӑсатма пырсан та, пымасан та пӗрех те-ха ӗнтӗ, пурпӗр чун хускалать, пурпӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех