Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырне (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашкӑр кунран та пырне ларнӑ шӑмма кӑларма ыйтрӗ.

Волк и его попросил вынуть кость.

Кашкӑрпа тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пӗр аякпӗрчи шӑмми унӑн пырне ларнӑ иккен.

Одно ребро застряло у него в горле.

Кашкӑрпа тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вара вӑл ура ҫине тӑчӗ, анчах ҫавӑнтах чалӑшса кайрӗ те, пырне ярса тытрӗ.

И вскочил на ноги, но сейчас же покачнулся и схватился за горло.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл хӑйӗн хӗҫҫин тыткӑчне вӗҫертрӗ, ӑна кӑштах йӗннинчен кӑларчӗ, хӑй вара, пырне ларнӑ темӗнле татӑка ҫӑтнӑ пек яланах хускалса тӑчӗ.

Он высвободил рукоятку своего кортика, чуть-чуть вытащил его из ножен и все время делал такие движения, как будто глотает какой-то кусок, застрявший у него в горле.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Арӑмӗ каласа пӗтереймерӗ, ун пырне темӗскер, чул пекскер, капланса ларчӗ.

Она не могла договорить, ее что-то давило камнем в горле.

II // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Анчах та кӑшкӑрам, хӗпӗртенине пӗлтерем тенӗ сӑмаххи те унӑн чӗре анинче чӑмӑртаннӑ евӗрех лак! тӑрӑнчӗ те пырне, аллинчи вӗлтӗркке ҫӗклемлӗ Христина ҫывӑха пырса тӑрса ҫӑвар уҫсан тин, типӗ аната йӗпепе тӗртсе антарнӑн, тути хӗррисенчен йӑшӑл! вӗҫерӗнчӗ темӗн хытти.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл кӗҫ-вӗҫ куҫҫулӗ тапса тухасса сиснӗ, унӑн пырне темӗскер чӗпӗтнӗ, пит-куҫӗ урмӑшса чӗтренӗ.

Он чувствовал, что сейчас у него хлынут слезы, в горле у него щипало, и лицо вздрагивало.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Лешӗ, пырне аллипе шӑлса илнӗ те, ҫаврашка куҫӗсемпе йӑмӑкӗ ҫине пӑхнӑ.

Та тотчас погладила рукой горло и уставилась круглыми глазами в лицо сестры.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Юрӗ… — килӗшнӗ Фома, хӑйне сывлама йывӑр пулнине, пырне темӗскер хӗсме пуҫланине туйса…

— Хорошо… — сказал Фома, чувствуя, что ему тяжело дышать и что-то давит ему горло…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем яланах, хӑйсен ҫӑварӗпе пырне чӗртерес мар тесе, пулӑсене пуҫӗнчен ҫӑтма тӑрӑшаҫҫӗ.

Они всегда стараются глотать рыбу с головы, чтобы не оцарапать себе пищевод костями и плавниками.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Эсӗ пулман пулсан, анне, эпӗ унӑн пырне ҫыртса ҫурнӑ пулӑттӑм, — терӗ вӑл аран илтӗнмелле.

— Если бы не ты, мама, я разорвал бы ему горло, — сказал он чуть слышно, — я бы ему показал, проклятому!

Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ку акӑ мӗншӗн пулнӑ вӑл; унӑн пырне пӑрҫаран та пӗчӗк шыҫка тухать-мӗн.

Это вот отчего делается: под горлышком делается бобон, меньше горошинки.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ? — пырне ыраттарса кӑшкӑрчӗ Гусев, мӗншӗн тесен ҫав тери шавлӑ.

— Что они делают? — закричал Гусев, надрывая голос, — так велик был шум.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Яланах тенӗ пек трактир хуҫи Клещова ӗҫтерсе ӳсӗртме тӑрӑшатчӗ, анчах лешӗ, пӗр ик-виҫ юрӑ юрласа, кашнишӗн пӗрер стакан ӗҫсессӗн, пырне ҫыхнӑ шарфпала лайӑххӑн чӗркетчӗ, ҫӑмламас ҫӳҫлӗ пуҫӗ ҫине картусне таччӑн тӑхӑнса лартатчӗ те тухса каятчӗ.

Почти всегда трактирщик старался напоить Клещова, но тот, спев две-три песни и выпив за каждую по стакану, тщательно окутывал горло вязаным шарфом, туго натягивал картуз на вихрастую голову и уходил.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Прохор Палыч пырне те эсӗ ҫавӑн пек напитоках яратӑн.

Ты и Прохору Палычу такой напиток вливаешь.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

— Ӗне ури пырне ларать.

— Коровьей ногой подавится.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Петр Кузьмич бутылкӑна илчӗ те унӑн пырне шӑршласа пӑхса: — Самогон. Сутӑн илтӗн-и? — терӗ.

Петр Кузьмич взял бутылку и, понюхав горлышко, сказал: — Самогон. Купил?

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

— Ватӑ четник каялла ҫыхнӑ аллисемпе пырне сӑтӑрса кӑтартасшӑн пулчӗ, вара вӑл чиксе пӑрахнисен ячӗсене, вӗсене хӑш вырӑнта вӗлернине каласа пама тытӑнчӗ.

— Старый четник попытался связанными руками показать себе на горло и начал перечислять, где и кого тот убил.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Уча хӗрсе кайсах печӗ, хӑй вӗриленсе кайрӗ, пуҫӗ ыратрӗ, кӑкӑрне, пырне, ҫӑварне пӗҫертрӗ.

Уча стрелял, внутри у него все горело, невыносимо горело в голове, груди, в горле, во рту.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Унӑн карланкӑ мӑкӑлӗ сиккелеме, пырне кӑвар лекнӗ пек хӗртме пуҫларӗ.

Что-то сдавило и обожгло ему горло…

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех