Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырне (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пырне шӑмӑ ларнӑ, кӑлараймарӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Лешӗ ӳкӗте кӗмест, вара Чураппа сӑпайлӑн тирпейленсе тӑрса тата пырне тасатнӑ пек ӳсӗркелесе ҫинҫе сасӑпа юрласа ярать:

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн Павлушӑн пырне темскерле чӑмакка пырса капланчӗ: вӑл ҫухалса кайнипе пӗр сӑмах та калаймарӗ, хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе, чылайччен куҫне хупмасӑр ҫӳлелле пӑхса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗт панӑ хыҫҫӑн Раман Раманч тимӗр калекпе Павлуш пырне кӑчӑклантарчӗ те леш вара каллех хӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Джесси урисем сурма тапратрӗҫ; ҫутӑ тӗксӗмленме пуҫларӗ, вӗчӗх пырне лӗклентерӳ капланса тулчӗ.

Ноги Джесси заныли; свет стал темнеть, и нервная тошнота стеснила горло.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Иртнӗ саппуй вӑхӑтӗнче хӑй пырне хӑй касма тытӑннӑ, тет, какай тесе.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫакна курнипе хӗрарӑм пушшех хурланчӗ, ун пырне тем капланса килчӗ, куҫӗсем каллех шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Елисӑн куҫӗ шывланчӗ, пырне тем капланса килчӗ: паян ку ӗне, вунӑ ҫул ҫемьене тӑрантарнӑскер, картишӗнчен тухса каять вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Обойма хураканӑн алли чӗтресен те, чалӑш пырса хӗсӗннӗ лента васкавлӑ туртса тухнӑ пулемет пырне ларса чыхӑнсан та, пуринчен ытларах пӳртре выртнӑ салтаксем пӗрин хыҫҫӑн тепри сиксе тухса, мӗн пулнине лайӑхах пӑхса пӗлеймесӗр, ыйхинчен те вӑранса ӗлкӗреймесӗр, хӑранипе аллинчи пӑшалне ҫӗре ӳкерсе, ухмаха ернӗ ҫын пек танне ҫухатса, хӳмӗсем умнелле пырса ҫапӑнсан та уншӑн пурпӗрех.

Пусть задрожат пальцы, закладывающие обойму, пусть подавится перекошенною лентою наспех выкаченный пулемет и, главное, пусть вылетит из халупы один, другой солдат и, еще не разглядев ничего, еще не опомнившись от сна, выронит винтовку и заорет одурело и бессмысленно, шарахаясь к забору:

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хаҫатсенче ун ҫинчен пӗлтернӗ-тӗр, йӑлӑна-йӑлӑна ыйтнӑран Ассоль, ахӑртнех, Жиль сӑн ӳкерчӗкне парса янӑ та — ӑна параппан ҫапакан статьясен ӗренкисенче ҫапса кӑларнӑ, вара чӑрсӑр Зурбагансем вӑл, харсӑр-ҫапкаланчӑк сӑнлӑскер, шӑпах герой иккенне тавҫӑрнӑ — халӗ ҫак шухӑша ҫирӗплетессе кӗтеҫҫӗ; тӗрӗсне калар: сапӑррӑн, хисеплӗн кӗтеҫҫӗ, анчах мӑчлаттармасӑр пӑхакан ҫакӑн чухлӗ куҫа курсан эрехӗн виҫҫӗмӗш сыпкӑмӗ Жиль пырне ларчӗ.

Газеты, видимо, были извещены о нем, — вероятно, выклянчили у Ассоль портрет, тиснули его в рамке барабанных статеек, и экспансивные зурбаганцы, с догадкой, что герой — он, человек воинственно-бродячей наружности, ждали подтверждения этому; ждали, отдадим справедливость, смирно и уважительно, однако при виде стольких глаз, круглых и немигающих, третий глоток водки застрял в горле Жиля.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ганэль пырне пысӑк чӑмакка кӗрсе ларчӗ тейӗн; вӑл ӑна ҫӑтса ячӗ.

Плотный комок застрял в горле Ганэля; он проглотил его.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Кист пырне ларнӑн ӳсӗрчӗ те айккинелле тӗмсӗлчӗ…

Кист кашлянул, посмотрел в сторону.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Рехетленнипе чӗтреме чарӑнаймасӑр вӗсем каллех ӗҫме пикенчӗҫ; халӗ — хыпаланмасӑр, пысӑках мар сыпкӑмпа, техӗмӗпе киленсе, сивӗ сӗткен апат пырне уҫӑлтарса куҫнипе хӗпӗртесе.

Все еще вздрагивая, они снова начали пить — теперь не так бурно, стараясь вбирать воду небольшими глотками, смакуя ее вкус и наслаждаясь ее освежающим движением по распухшему пищеводу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Пырне шӑнӑр туртса лартнӑн туйӑнчӗ, анчах вӑл ҫакна нимӗнпе те палӑртмасть, куҫӗсем ҫеҫ темӗнле тӗлӗнмеллерех, хӑрушӑ хаваслӑхпа ҫиҫеҫҫӗ.

Конвульсия сжала ему горло; но он сдержался, только глаза его блеснули странным и жутким весельем.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Йӗри-тавра сывлӑш туллашать; тинӗс пырне чӗмсӗр пӑтрав пӑлхатать, хумсем пушар вӑхӑтӗнчи тӗркӗшӳре хӑвалакан тӗттӗм кӗтӳ евӗр ӑшталанаҫҫӗ.

Кругом бушевал воздух; немое смятение охватывало пролив; волны метались, подобно темному стаду, гонимому паникой во время пожара.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тинӗс мӑкӑрланать, ҫыранӑн каҫхи тӗтри ҫил авӑкӗсенче ҫӗтӗле-ҫӗтӗле сапаланать, Тӑвӑл Пырне кӑвак пурҫӑн чаршав витме тытӑнчӗ.

Море дымилось, вечерний туман берега рвался в порывах ветра, затягивая Пролив Бурь сизым флером.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫапла сехете яхӑн тӑсӑлчӗ, акӑ Пэд пырне хӗрлӗ тӗтре тинех кӑтӑклама пикенчӗ, — ҫывӑрмашкӑн кайма вӑхӑт ҫитнине аса илтерет.

Так продолжалось около часа, пока красный туман не подступил к горлу Пэда, напоминая, что пора идти спать.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Крапивин пырне тем капланса ҫитрӗ, куҫӗ тулса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн тӑвӑн, Шамшутдин тытрӗ те янклаттарчӗ эрехе, пӗрре хыпсах ҫӑмартана ҫӑвара чикрӗ, кӑшт чӑмлакаласах ҫӑтса ячӗ те пырне лартрӗ, пӗр самант сывлаймасӑр аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫӑпала илсе кастрюль хупӑлчине уҫнӑччӗ ҫеҫ, Марья инке пырне тем ларнӑн ҫӑварне темиҫе хутчен уҫса-хупса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех