Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыма (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян эпӗ хам валли задача лартрӑм – пӗр утӑм та ярса пусмасӑр чупса иртмелле, мӗншӗн тесен марафона хутшӑнни формӑна тытса пыма хавхалантарать, - каласа панӑ Андрей Назаров.

Сегодня я поставил для себя задачу – просто пробежать, не переходя на шаг, потомy что участие в марафоне cтимулирует держать формy, – рассказал Андрей Назаров.

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3418074

Производствӑна ӳстерес енӗпе патшалӑх малашне те пулӑшса пыма тӑрӑшнине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/

Пысӑк квалификациллӗ специалист пулсан та, пӗлӗвне ӳстерсех пыма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Вӑтӑрмӗш ҫулсенче Петр Онисимович, чӑваш культурине вӗренес тата ӑна аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекен Мускаври обществӑн председателӗ пулнӑ май, Шупашкара килсе, нумай ӗҫсем туса ирттернӗ: чӑвашсен тин ҫеҫ уҫӑлнӑ пӗрремӗш аслӑ шкулӗнче — педагогика институтӗнче лекци вуланӑ, чӑваш халӑхне вырӑс халӑхӗпе тачӑрах туслашнӑ, унтан вӗренсе пыма майсем тума тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

«Чапаев вилӗмӗ», «Ҫирӗм улттӑ», «Перекоп», «Летчиксен маршӗ», «Сыхлӑх юрри», «Шанчӑклӑ хурал» тата ытти сӑввисенче вӑл совет ҫыннин чӑтӑмлӑхӗпе паттӑрлӑхне мухтанӑ, тӑван ҫӗршыв хӑватне кунсерен ӳстерсе пыма поэзилле хӗрӳлӗхпе чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Ун чух кам епле пӑхнӑ пулсан та — халӗ ӗнтӗ «ыттисем» те Хусанкай тахҫанах пуҫласа янӑ ӗҫе тивӗҫлӗ туса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Буинцев унпа калаҫса кайнӑ, отряда пыма чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе те яваплӑха туйса пурнӑҫласа пыма тӑрӑшмалла», – тесе тепӗр хут асӑрхаттарса хӑварнӑ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

Пур-пӗрех пуласлӑхри ӗҫсем те ҫук мар, вӗсене тата та лайӑхрах кӑтартусемпе пурнӑҫлас тесессӗн, ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса ӗҫлесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе хушса каланӑ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

Шупашкар хулине Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула, пурӑнма чи лайӑх вырӑн статусне малалла та тивӗҫлипе тытса пыма сунатӑп!

Желаю городу Чебоксары и далее поддерживать статус самого благоустроенного города России, лучшего места для жизни!

Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom

Ун тӗллевӗ — халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарасси, ҫынсене спорта ытларах явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Виҫӗ сменӑра канакансем лагерьте тавра курӑмне ӳстереҫҫӗ, пурнӑҫӑн тӗрӗс ҫул-йӗрӗпе пыма вӗренсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Палӑртма кӑмӑллӑ, кану центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетнисӗр пуҫне, ӑс-тӑна пуянлатма меллӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине, тавра-курӑмлӑха та ӳстерсе пыма тӗрлӗ условисем пур.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

1-мӗш №-лӗ Гимназире вӗренекен хӑйсен шкулӗнче тӑван чӗлхепе калаҫма тата ӑна ӑша хывса пыма май паракан ятарлӑ кружок ӗҫне йӗркелесе яма пулмасть-ши тесе ыйтнӑ Пуҫлӑхран.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Пурте финиш патне чи малтан пыма тӑрӑшнӑ.

Все старались изо всех сил прийти к финишу первыми.

Физкультурник кунӗ канупа спорт программи ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3388997

Пирӗн малашлӑхри ӗҫсене комплекслӑ майпа туса пыма хӑнӑхмалла, ун чухне асӑннӑ лару-тӑру йӗркене кӗресси те иккӗлентермӗ», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Фестиваль ӳлӗмрен те вӑй илсе пытӑр тесе Чӑваш Ен Правительстви хӑй енчен пулӑшса пыма, вӑл кӑсӑклӑ ирттӗр тесе ҫулсерен май килнӗ таран лайӑх условисем туса пама тӑрӑшасси пирки те каланӑ республика ертӳлӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Кун пек чухне хуласене пӗр-пекрех стандартсемпе йӗркелесе хӑтлӑлатса пыма пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Ҫӗнӗ программӑсем тусан, вӗсене тен туххӑмрах пурнӑҫа кӗртсе пыма та меллӗрех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Пӗчӗк хуласенче пысӑках мар проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшмаллине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех