Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыма (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗр йӗпе-сапа килнипе вӗсене час-часах чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр айӗнче хӳре тытса пыма лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен шухӑшне каласа пӗтерме васкаса: — Ҫтаппан, старшина кантура пыма хушрӗ сана. Халех каймалла. Ху ирӗкпе пымасан, стражниксем тытса каяҫҫӗ тата штрав хураҫҫӗ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Трифун йӑла хушнӑ йӗркепе саламланӑ хыҫҫӑнах: — Ҫтаппан пичче, сана Михха хӑй патне пыма хушрӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал тирпейсӗр пыма аван мар, — тесе, кӗсйинчен тутӑр кӑларчӗ те хӗрӗн пуҫӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пырса пуҫ тай-нн ӑна хыҫҫӑн пыма чӗннӗ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук Ҫтаппанпа шай ҫулса пыма пултарасса вӑл тӗлленмен те.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, ачине пӳрнипе юнаса, асӑрханарах пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллине ҫыхма пыма каллех хӑраса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошковпа Платун тата десятскисем Ҫтаппан патнелле кӗпӗрленсе пыма хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Староста хӑй патне ырӑ ӗҫпе пыма хушманнине вӑл лайӑх чухлать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗншӗн пыма хушнине пӗлеймерӗм ҫав.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн пыма хушнине, чӑн та, пӗлместӗп вӗт эпӗ».

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан паҫӑр ҫеҫ ӑшӗнче шут тунине манса: — Темшӗн Платун хӑй патне пыма хушрӗ-ха… — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уретник сире иксӗре те хӑй патне пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каласа парас кӑмӑлу пулсан, халь кала, санпа текех аппаланса пыма вӑхӑт ҫук пирӗн!

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӗҫ тума хӑтланчӗ, ал-ури ӗҫ патне пыма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫа арӑмӗ чӑлана пыма чӗннине илтсен, Якур, тӗлӗнсе те хӑраса, вырӑнтан та хускалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене хаҫат-журнал, кӗнеке ытларах вулама, илемлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене, ваттисен сӑмахӗсене ятарлӑ тетраде ҫырса пыма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Плантацисене ҫултан-ҫул ӳстерсе пыма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

— Атте, каҫар та, санпа пӗрле эпӗ те пыма пултараймастӑп пуль.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех