Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыма (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сисетӗп: вӑл мана ӑнланчӗ, алла пыма та хирӗҫ мар, анчах ӑна темӗнле шалти вӑй сӑнчӑрласа, ирӗксӗрлесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку общество та пӗрремӗшле тӗллев шутне ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парассине, тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшассине кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫар-учет специалисчӗ призывниксемпе запасри салтаксен ӗҫӗсене те йӗркелесе пыма ӗлкӗрет, Вӑрнар округӗнчи халӑх дружинине те ертсе пырать, ытти обществӑлла хастарсемпе пӗрле патриотсен юхӑмне те тухӑҫлӑ аталантарать…

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Халӗ мана вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ, юри венчет ҫи-пуҫне тӑхӑнтартса, сана хӑйсене майлӑ ҫавӑрма, хӑйсем патне астарса, йӑпӑлтатса-улталаса илсе пыма кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сирӗн пата пыма хӑяймарӑм, каҫар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, Ула Тимӗр кукленсе ларчӗ те кӑвайт майлама пуҫларӗ: вӗтӗ хӑрӑк туратсене кирлӗ пек шарт та шарт хуҫрӗ те пӗр тӗле типтерлӗн, шайлаштарса пӗр-пӗрин ҫине хучӗ — купа купаларӗ; ҫакна пӗр хыпаланмасӑр тусан, кӗсйинчен зажигалка кӑларчӗ те чӑрт! чӗртсе ячӗ, анчах… ҫулӑмне купа патне илсе пыма васкамарӗ, пӗчӗк ҫулӑма куҫ ытамне илсе, тарӑн-тарӑн шухӑша ӳкнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина шкула та кӑнтӑр апачӗ вырӑнне пулштух сӑмакун е ҫуттине портфелӗнчи ӗҫ хучӗсен хушшине хӗстеркелесе илсе пыма пуҫларӗ, ӑна уроксем хушшинчи тӑхтавсенче куҫ-хӑлхасӑр вырӑнсенче лӑнкӑрт-лӑнкӑрт тусах пушаткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытла та ырӑ иккен тӳлеккӗн ҫуталса выртакан тулли юханшыв ҫийӗн ҫапла киленчӗклӗн ярӑнса пыма!

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эпӗ сан хыҫҫӑн авӑ ҫав инҫетри ҫӑлтӑр ҫине те вӗҫсе пыма хатӗр, илсе каятӑн-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Канмалли ҫурта Полина та пыма пулнӑччӗ, анчах хӗрача темшӗн халӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Каҫарӑр, Ревлен Петрович, эпӗ пыма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Тӗрӗс, Лида, ҫакӑн пек маттур хӗрсемпе пире хӳрешкере ҫапкаланса пыма намӑс та.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак пуҫарӑва ертсе пыма санах сӗнес килет, хирӗҫ мар пуль?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑна ҫак каччӑпа юнашар ларса пыма ытла та лайӑх пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена шарламарӗ, вӑл вӗлтлетсе юлакан уй-хире сӑнаса пыма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӑван хаҫатӑмӑр самана таппипе тан пыма тӑрӑшни чӑннипех савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ҫут тӗнчене килекенсен йышӗ 2012 ҫултанпа хушӑнса пыма тытӑннӑ, 2013 ҫулхи ӳсӗм - чи пысӑкки /1027 ача/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫакӑ теориллӗ пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетсе пыма май кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

— Эпир сирӗн патӑра пыма тухнӑччӗ, — терӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫав кун ҫынсен ӗмӗтӗнче, чертежсемпе сметӑсенче, вӑхӑтран чылай малта Пыма юратакан поэтсен сӑввисенче кӑна пурӑннӑ чаплӑ ӗҫ — Шупашкар тӗлӗнчи Атӑл ҫинче гидроэлектростанци тӑвас ӗҫ пуҫланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех