Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтармалла (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку инкеке сирес тесен, хальччен кӑларса хунӑ укҫасене пуҫтармалла та арена ҫинчен каймалла.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нимле ҫын та Турӑ патне утакан сукмак ҫине тухса, пӳлсе хурса, санран, халӑхран укҫа пуҫтармалла мар, Ӑна укҫалла сутмалла мар…

Куҫарса пулӑш

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

Проекта 2024 ҫулта пурнӑҫа кӗртме патшалӑх укҫа-тенкӗ уйӑртӑр тесен Элӗк муниципаллӑ округра пурӑнакансен майӑн 31-мӗшӗччен 1595 сасӑран кая мар пуҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

«Ҫапла, тӗрӗс, малтан ҫӗртрине пуҫтармалла. Шӑтӑклисене ан илӗр, хуртлӑ вӗсем», – ӑнлантарчӗ мама.

«Да, правильно, сначала надо все с земли собрать. Только те, что с дырочками, не берите, они червивые», – объяснила мама.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Ҫитменнине, ҫӗрулмине чуххӑмӑн пуҫтармалла мар: вӗттине, вӑтаммине, шултрине уйрӑм купасем тумалла.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чи малтан унӑн хӑйӗн ҫарӗн юлашкине пуҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Слесарь-сантехнике, паллах, чи малтанах слесарь ӗҫӗсене тума тивет: металл касмалла, виҫмелле, авмалла, пуҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ҫӗнӗ вӑрҫа пуҫлас вырӑнне, — терӗ вӑл тарӑхса, — ман шутӑмпа, вӑрҫӑ пуҫласшӑн хыпӑнакан мӗнпур министрсемпе корольсене пӗр ҫӗре пуҫтармалла та ӑҫта та пулин ухмахсен ҫуртне хупса хумалла.

О том, что вместо новой бойни не лучше ли собрать всех подстрекателей войны — министров и королей — в каком-нибудь доме для сумасшедших.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем валли ӗҫ сахал мар ҫулла: колорада жукне пуҫтармалла, пахча шӑвармалла, ана ҫумламалла.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

— Ҫамрӑксене ытларах пуҫтармалла та вӑрҫӑпа каймалла.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ути пилӗк таран, ӗҫӗ пурин валли те ҫитет: ҫулмалла утта, тавӑра-тавӑра типӗтмелле, пуҫтармалла, турттармалла.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар пуҫтармалла, вӑрҫа хатӗрленмелле.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑйсенех пӗлмелле, хӗрхенмелле пире, мӑян ҫулӗнче куланай пуҫтармалла мар ӗнте, — пӑшӑрханса калаҫрӗ кил хуҫи, Хусана илнӗ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ ватӑ тӗкӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унччен пирӗн вӑйлӑ ҫар пуҫтармалла, халӑха вырӑссене хирӗҫ хускатса ямалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайса пӑхӑр-ха унталла, сире ясак пуҫтарма парӗҫ-и. — Ма пуҫтармалла мар вара?

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман шутпа, ҫакӑн пек пӑтранчӑк вӑхӑтра курултай пуҫтармалла мар, Сююнбике.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫинчӗк те пуҫтармалла.

— Двор подмести, навоз убрать…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кунта программӑсем ҫырмалла мар, хатӗр блоксене, Лего конструкторти пек пайӑн-пайӑн пуҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

Хӑш та пӗр курӑкне мунча кӗрсе тухса тасалсан тин татма юранӑ, теприсене ҫимӗк кунӗ ирхине ҫынсем тӑриччен пуҫтармалла пулнӑ…

Например, некоторые травы можно рвать только после того, как вымоешься в бане, очистишься от грязи, другие — в день Симека, до восхода солнца и пока не проснулись люди…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сафа-Гирей Раст Шакуровпа Сиди улана ҫапла хушрӗ: Булат Ширинпа Ковгоршада кремльтен кӑлармалла мар, хан эшкерӗпе посада кайса шанчӑксӑр ҫынсене пурне те тытса хупмалла, Сафа майлӑ тӑракан княҫсене часрах кунта пуҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех