Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫри (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн пуҫри мулаххайӗ пекех хӗрлӗ пичӗ ытла та ним тума пӗлми хыпӑнчӑк сӑнлӑ, тарӗ шӑпӑр-шӑпӑр тӑкӑннӑран сухалӗпе кӑшт хӗрлӗрех усӑк мӑйӑхӗ вӗсем ҫине вӗтӗ шӑрҫа сапса тултарнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

Красное, под цвет малахая, лицо его было так растерянно, пот омывал его так обильно, что даже борода и пониклые рыжие усы были осыпаны будто мелким бисером.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рагулинпа тата ытларах тавлашас килнӗ ун, анчах пуҫри шухӑшӗсем пӑтраннӑ…

Ему хотелось продолжать спор с Рагулиным, но мысли в голове путались…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл вӑрахчен пӳрнипе сӗтеле тӑкӑртаттарса ларать; ахӑртнех, тен, пуҫри шухӑшӗсем шӑши пек йӑпӑртатса чупнине тӑнлать пулмалла.

Долго барабанил пальцами, вслушивался во что-то — быть может, в мышиную суетню собственных мыслей.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Платонович пуҫри сурса ыратакан пушӑлӑха туйнипелех ҫырӑвӑн юлашки йӗркисене вуласа тухрӗ.

Сергей Платонович, все еще ощущая ноющую пустоту в голове, прочел последние строки.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хывӑннӑ хушӑра та вӑл ҫӑварти тутӑх йӳҫекне тата пуҫри пӗр чӗптӗм савӑнӑҫсӑр пушӑлӑха туйса тӑчӗ.

Раздеваясь, он все чувствовал вкус ржавчины во рту и безрадостную пустоту в голове.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, пуҫри казак карттусне хывса, тӗм хушшинелле ывӑтса ярать, унтан йӑмӑх хӗрлӗ лампас тыттарса ҫӗлетнӗ шӑлаварне антарма пуҫлать.

Он швырнул в него казачью фуражку, сел, торопливо стягивая алевшие лампасами шаровары.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анфиса, ашшӗ кӗнине курман пек, пӗр аллипе Ҫемене мӑйӗнчен ыталаса, тепӗр аллипе пуҫри бинтне салтса, ҫӗнӗрен ҫыхать.

Анфиса не замечала отца, перевязывая Семену голову, она одной рукой обняла его за шею, другой заматывала бинт.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Артамашов пилӗкри пиҫиххине тӳрлетсе, пуҫри кубанкине чалӑш лартса хатӗрленсех тӑнӑччӗ, анчах ҫав самантра Рубцов-Емницкий Сергее аллинчен пырса тытрӗ.

который уже подтягивал пояс на рубашке и поправлял кубанку, но в это время Рубцов-Емницкий взял его под руку.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗнлерех унта ман пуҫри суран?

Что там на голове у меня?

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Багажнӑй мӗн йышӑнчӗ?» — мӗшӗлтетрӗ пуҫри шухӑш, унтан туйӑм ҫиппи сисӗнмесӗрех татӑлчӗ.

«Что багажная принимала?» — ворохнулось сознание, и ниточка незаметно оборвалась.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫри колоннӑра намӑс сӑмахлӑ юрӑ янӑратаҫҫӗ; юрланӑ май сарлака купарчаллӑ хӗрарӑм евӗрлӗ салтак колонна аяккинче аллапписемпе хӑйӗн кӗске кунчаллӑ аттисене ҫатлаттарса ҫапса пырать.

В головной колонне наяривали похабную песню; толстозадый, похожий на бабу солдат шел сбочь колонны задом, щелкая ладонями по куцым голенищам.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, утне пӗтӗмпе талпӑнтарса, сиккипе килет, сулахай аллипе пуҫри картузне тытнӑ, сылтӑм аллинче тусанланса пӗтнӗ пӗчӗк хӗрлӗ ялав вӑраххӑн варкӑшать.

Он шел броским намётом, левой рукой придерживал фуражку, в правой вяло вился запыленный красный флажок.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫывӑрса кайма пикенчӗ, анчах та унӑн ыйхине, утӑ валемне ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек, пуҫри шухӑшсем вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Аксинья пробовала уснуть, но мысли разметывали сон, как ветер копну сена.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Слесарӗн хӗсӗк те ҫивӗч куҫӗсем урапапа юнашар утса пыракан Федот ҫине ҫивӗччӗн пӑхаҫҫӗ, хӑй вӑл ункӑсемпе илемлетсе тунӑ шӑмӑ мундштукпала кунӗ табак туртса пырать, час-часах ҫурма уҫҫӑн кулкаласа илет; анчах та ҫамки урлӑ чалпашӑн ҫӗвӗкленсе выртакан пӗркеленчӗкӗ унӑн вӑраххӑн та йывӑррӑн хускалать, — ӑна пуҫри темле вӑрттӑн шухӑшсем шалтан тӗртсе хускатаҫҫӗ, тейӗн.

Слесарь остреньким взглядом узко сведенных глаз бегал по Федоту, шагавшему рядом с повозкой, курил легкий табак из костяного с колечками мундштука и часто улыбался; но косая поперечная морщина, рубцевавшая белый покатый лоб, двигалась медленно и тяжело, словно изнутри толкаемая ходом каких-то скрытых мыслей.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑртак тӑрсан, хӗремесленсе кайнӑ Мавра, пуҫри тутӑрне пӗр еннелле чалӑштарса янӑскер, тӑкӑрлӑкри хӗрарӑмсем умӗнче ҫапла ҫатӑлтатнӑ:

Спустя время раскрасневшаяся Мавра, с платком, съехавшим набок, торочила на проулке бабьей толпе:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Наталья Павловна, тутисене тутӑрпа хупӑрласа, пуҫри шухӑшӗсене пӗтӗҫтернӗ пек пулса, чарӑнса тӑчӗ.

— Наталья Павловна прижала к губам платок, помолчала, как бы собираясь с мыслями.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пуҫри шухӑшсем те хутаҫри пируссем пекех выртас пулсан, ҫак вунтӑватӑ сехет хушшинче ун пуҫӗнче пӗр шухӑш та вырӑнтан хускалманнине курма май пулнӑ пулӗччӗ.

Ежели бы мысли в голове лежали так же, как папиросы в мешке, то можно было бы видеть, что за все эти четырнадцать часов ни одна мысль не пошевелилась в нем.

XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пуҫри шухӑшсем пӑтранма тытӑнчӗҫ.

Мысли путались у меня в голове.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫын сасартӑк антраса каять, ҫав ҫутӑ ун ӑс-тӑнне лапчӑтса хурать, пуҫри шухӑшне пӗтерсе лартать, вара вӑл хӑй таврари ҫын ушкӑнӗн пӗр татӑкӗ ҫеҫ пулса тӑрать.

Человека сразу ошеломили, ему раздавили этим блеском сознание, изгнали из него мысль и сделали личность куском толпы.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.

Тонкий, режущий ухо свист прорывает своим дрожащим острием все звуки улиц, он тянется бесконечно, как ослепительно белая, холодная нить, он закручивается вокруг горла, путает мысли в голове, бесит, гонит куда-то и, не смолкая ни на секунду, дрожит в гнилом запахе, пожравшем воздух, дрожит насмешливо, злобно пронизывая эту жизнь в грязи.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех