Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланӑранпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускаври ВДНХра «Россия» выставка-форум ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫур ҫул иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑнасене кӗтеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d3%9 ... %ab%d3%97/

Радио чӑвашла калаҫма пуҫланӑранпа вырӑнти вещани халӑха коммунизмла воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем туса ирттерчӗ, унӑн хуҫалӑхпа культура строительствинчи пӗлтерӗшӗ ӳссе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Эсир округра ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫур ҫул та ҫитмест-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Нина Васильевнӑпа Николай Иванович Черновсем пурнӑҫ сукмакӗпе пӗрле утма пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Хӑвӑр фермӑра пурӑнма пуҫланӑранпа Актай ӗҫе юратса туни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫтаппан крючникре ӗҫлеме пуҫланӑранпа туяннӑ ҫӗнӗ утӑмӗпе — кӑштах тармакланарах та урисене сӑтӑрттарарах, ҫурӑмӗ ҫинче выртакан йывӑр япалана тытса пынӑ чухнехи пек, чавсине хуҫса утать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Архипов «эпир» тенӗ сӑмахра Ирина ӑна та шута илнине ӑнланчӗ, стройкӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа хӗр хӑйне пӗрремӗш хут лайӑх та савӑнӑҫлӑ туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Челюскин» Чукотски тинӗсри пӑрсем хушшинче хӗл каҫма пуҫланӑранпа ӗнтӗ икӗ уйӑх ытла иртнӗ.

Уже больше 2 месяцев зимует «Челюскин» во льдах Чукотского моря.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Икӗ сменӑпа ӗҫле пуҫланӑранпа фермӑра темле хаваслӑрах та хӑтлӑрах пек туйӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Икӗ сменӑпа ӗҫле пуҫланӑранпа ӑҫта кӑна каймарӑм-ши?

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗрӗсех калать ҫав Софронов: Курак маткипе пурӑна пуҫланӑранпа Кирле йӗркеллӗ канӑҫ курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑнах, фермӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа нумай улшӑнчӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков кунта ӗҫлеме пуҫланӑранпа мӗн кӑна туса пӑхман-ши?

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Егор Палюков фермӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа пӗр ҫул иртрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

– Ача сачӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 10 ҫул ҫитрӗ пулсан та ӑна тивӗҫлӗ тытса тӑнӑран вӑл ӗнер тунӑ евӗр ҫӗнех, тирпейлӗ, таса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Вӑл ертсе пыма пуҫланӑранпа кооператив аванах вӑй илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Миҫе ҫул ҫитрӗ-ши вӑл клубра ӗҫлеме пуҫланӑранпа?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӑвашла уйӑх ячӗсемпе усӑ курма пуҫланӑранпа вӑтӑр ҫул та иртрӗ пулин те халӑха ҫавах январьсемпе февральсем ҫывӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Киномеханикра ӗҫлеме пуҫланӑранпа икӗ уйӑх кӑна ҫитрӗ пулин те, ятне унӑнне культпайри «Хисеп хӑми» ҫине ҫырса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хамӑр пӗрле вылянисене те пулин ас тумастӑн-и?» — вуларӗ Ула Тимӗр ун куҫӗнче, вара шалти пур-ҫук хӑюлӑхне вӑратса, хускатса, пуҫтарса, карӑнтарса вӗренме пуҫланӑранпа пӗрремӗш хут тӳррӗн, ӑшпиллӗн ун куҫне кӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех