Шырав
Шырав ĕçĕ:
пуҫкӑшӑль (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
36. Ҫав хута эпӗ хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӳрӗттӗм, ӑна пуҫкӑшӑль вырӑнне тӑхӑнӑттӑм; 37. Турра кашни утӑма пӗлтерсе тӑрӑттӑм, Ун патне пуҫлӑх пек ҫывӑхарӑттӑм.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫиччӗмӗш кунӗнче, чун-чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсан, Артаксеркс патша хӑй умӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫичӗ хайранне — Мегуман, Бизфа, Харбона, Бигфа, Авагфа, Зефар тата Каркас хайрансене — ҫапла тума хушнӑ: 11. вӗсем патша майрине Астине чӗнсе килччӗр, вӑл мӗнешкел хитре пулнине халӑхсене, аслӑ улпутсене кӑтартма, ӑна, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑскерне, патша умне тӑратчӑр, мӗншӗн тесессӗн Астинь, чӑнах та, ытарайми хӳхӗм пулнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ, вӗсенӗн вӑйлӑ ҫынни, яшсен аллинчен мар тӗп пулчӗ, ӑна улӑп ывӑлӗсем вӗлермерӗҫ, ӑна тӗреклӗ паттӑрсем авса антармарӗҫ, ӑна Иудифь, Мерария хӗрӗ, хӑйӗн хитре сӑн-пичӗпе пӗтерчӗ: 7. вӑл Израильре асап тӳсекенсене ҫӗклемешкӗн хӑйӗн, тӑлӑх арӑмӑн, тумне хывса пӑрахрӗ, сӑн-питне ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшпе сӗрчӗ, 8. пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳҫне хитрелетрӗ, ӑна илӗртмешкӗн йӗтӗн тумӗ тӑхӑнчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудифь пӗтӗм халӑх умӗнче, малта, юрлакан ушкӑнра, хӑй хыҫҫӑн ытти арӑмсене ертсе пынӑ; ун хыҫҫӑн пӗтӗм Израиль арӗ — вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ, мухтав юрри юрлакан арҫынсем — утса пынӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.