Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Пушӑ сӑмах нумай: этеме унран мӗн усси?11. Много таких вещей, которые умножают суету: что же для человека лучше?
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Лашана пушӑ кирлӗ, ашака — ҫӑварлӑх, патак вара — ухмахсене кирлӗ.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кирек епле ӗҫӗн те тупӑшӗ пур, пушӑ сӑмах ҫапни вара сиен ҫеҫ кӳрет.23. От всякого труда есть прибыль, а от пустословия только ущерб.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑкӑр ҫук пулсассӑн, пӳлме пушӑ; пысӑк тупӑш вӑкӑр вӑйӗнчен килет.4. Где нет волов, там ясли пусты; а много прибыли от силы волов.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тӳрӗ ҫын тӑраниччен ҫиет, йӗркерен тухнисенӗн вара хырӑмӗ пушӑ.26. Праведник ест до сытости, а чрево беззаконных терпит лишение.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен хӑтарсам мана, ҫӑлсам мана: вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ; 6. ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене; 7. ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана: 8. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑвӑн ҫиллӳне Хӑвна пӗлмен халӑхсем ҫине, Хӑвӑн ятна асӑнман патшалӑхсем ҫине яр: 7. вӗсем Иакова ҫисех ячӗҫ, унӑн кил-ҫуртне пушӑ хӑварчӗҫ.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ вӗсен ӗмӗчӗсене, ыйхӑран вӑрансанах сирӗлекен пушӑ тӗлӗк пек, сирсе ярӑн.20. Как сновидение по пробуждении, так Ты, Господи, пробудив их, уничтожишь мечты их.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — манӑн Туррӑм, эпӗ Сана мӗн иртенпех шыратӑп; Сана унччен сӑваплӑ Ҫуртӑнта курнӑ пек, Санӑн хӑватупа Санӑн мухтавлӑхна курасшӑн ҫак шывсӑр типсе-ҫунса выртакан пушӑ ҫӗрте манӑн чунӑм Саншӑн ҫунать, ӳтӗм Саншӑн тӗмсӗлет: 4. Санӑн ырӑлӑху пурӑнӑҫран та хаклӑрах.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Каларӑм вара: «кӑвакарчӑн ҫуначӗ пек ҫунат кам парӗ-ши мана? вӗҫсе кайӑттӑм та ларса канӑттӑм; 8. аякка вӗҫсе кайӑттӑм та пушӑ хирех юлӑттӑм; 9. ҫавраҫилтен, ҫил-тӑвӑлран тарса пытанӑттӑм» терӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ пушӑ тӗле ҫурҫӗр тӳпине карса хунӑ, нимӗн ҫук вырӑна ҫӗр ҫакса янӑ.7. Он распростер север над пустотою, повесил землю ни на чем.
Иов 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑлӑх арӑмсене пушӑ алӑпа кӑларса янӑ, тӑлӑх-турата нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ.9. Вдов ты отсылал ни с чем и сирот оставлял с пустыми руками.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пушӑ сӑмахӑн вӗҫӗ-хӗрри пулать-ши? мӗн хӗтӗртрӗ сана ҫапла калаҫма?3. Будет ли конец ветреным словам? и что побудило тебя так отвечать?
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ: 2. ӑслӑ ҫын пушӑ сӑмаха хирӗҫ тавӑрса калӗ-и, хӑйӗн ӑшне вӗри ҫил тултарӗ-и, 3. усӑсӑр сӑмахсемпе, хевтесӗр калаҫупа тӳрре тухма хӑтланӗ-и?
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хир ашакӗ этем пуличчен пушӑ пуҫа ӑс кӗреймӗ ҫав.12. Но пустой человек мудрствует, хотя человек рождается подобно дикому осленку.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, 21. вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Халӗ вара, хӑйсен Турри енне ҫаврӑнса, вӗсем сапаланнӑ вырӑнсенчен таврӑнчӗҫ, таса Ҫурчӗ ларакан Иерусалима йышӑнчӗҫ те пушӑ выртакан ту-сӑртлӑ ҫӗршыва вырӑнаҫрӗҫ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та ҫак ҫӗрсенче пурӑнакансем Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн сӑмахне хисепе хуман, унпа пӗрле тухма пуҫтарӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем унран хӑраман, вӗсем ӑна хӑйсем хушшинчи ҫын вырӑнне ҫеҫ хунӑ: унӑн элчисене вӗсем хисепе хумасӑр пушӑ алӑпа кӑларса янӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.