Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушшине (тĕпĕ: пушши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта пулса куриччен кӗтӳҫ ӗҫӗ Ваҫукшӑн ытла та ансат пек туйӑнатчӗ: кӗтӳҫ текен этем вӑрӑм пушшине уртса ярать те хулпуҫҫи урлӑ, ҫӑвара шӑхличӗ хыпать те — ҫӳрет улӑхра юрласа…

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла ыйтусем парса минретсе ҫитерсен вӑл ҫерем ҫине урине явса ларатчӗ, пушшине юнашар хуратчӗ те мана фронтри ҫапӑҫусем ҫинчен аса илсе каласа пама пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

— Хас! — пушшине шартлаттарчӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл пушшине хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та хуллен утать.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, кунтах, — хӳме ҫине ҫакса хунӑ кивӗ пушшине Якура тыттарчӗ Хӗлимун мучи.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Власть пушшине шартлаттара-шартлаттара ӑҫталла хӑвалаҫҫӗ — ҫавӑнталла утатпӑр, хирӗҫ чӗнме чӗлхе ҫук пирӗн, шухӑшлама пуҫ ҫук, вӗсене Сталин самани касса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виҫӗ лаша вӑрманалла кӗрсе кайнине асӑрханӑскер пах-пах-пах! туса ура ҫине тӑчӗ, вӑрӑм пушшине сӗтӗрсе лашасене хӑвалама лӑпӑстатрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Акӑ хайхи Кӗрккешӗн ҫимӗк ҫитрӗ, — терӗ вӑл пушшине упӑшкине, унтан хӗрӗсене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс аслӑ княҫӑн вӑрӑм пушшине илсе килнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шущике кашни ҫапмассерен пушшине хӑвӑрттӑн хӑй еннелле турта-турта илет, ҫӗҫӗпе каснӑ пек, ӳт ҫине урлӑ-пирлӗ йӗрсем хӑварать.

Счетчик старается особо: он бьет с оттяжкой на себя, и на теле у крестьян остаются кровавые борозды…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урамра ӗне чӗрнисем шӑкӑрт-шакӑрт туни, кӗтӳҫе йӑлашӑн пушшине шартлаттарни илтӗнет.

Топот копыт, хлопанье кнута были слышны с улицы!

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑлхар хӗрӗн вырӑнӗ пушшине курсан вӑл тухрӗ те, Сарпике йывӑҫ мӗлкисем хушшине кӗрсе ҫухалнине курса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Патирек аллинчи пушшине таҫта аякка ывӑтрӗ те вырӑн ҫине кайса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗн пушшине кӑмака хыҫне ывӑтрӗ те ним чӗнмесӗр пӳртрен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗркемсене йӑта-йӑта куҫарать, япала ҫӑвать е ҫӗлет, хӗҫ-пӑшалне тасатать, кая юлнисене васкатать, тепӗр чух вара хӑйне чирлӗ тесе суйса ӗнентерме хӑтланакан ҫине пушшине ҫӗклет.

Таскал тюки, стирал или шил, чистил оружие и подгонял отставших, нередко поднимая кнутом притворного больного.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл кабриолетпа лавҫӑ пушшине тата мрамор хапхан капмар мӗлкине курать, экипажран аннӑ шурӑ костюмлӑ ҫӳллӗ ҫын ҫав хапхаран кӗрсе ҫухалчӗ.

Он увидел кабриолет, бич кучера и массивную тень мраморного подъезда, пропускающего вышедшего из экипажа высокого человека в белом костюме.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эсӗ килте юлсан тата та лайӑхрах пулмалла та, — терӗ вӑл, пушшине вылятса илчӗ те, лав картишӗнчен тухса кайрӗ.

— Лучше всего тебе просто остаться дома, — сказал он, щёлкнув кнутом, и они укатили со двора.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ватӑ кӗтӳҫӗ хӑйӗн вӑрӑм пушшине хуллен шартлаттарса илет.

Старик пастух в валенках с оранжевыми самодельными калошами лениво помахивал длинным кнутом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Старик пушшине сулса илчӗ:

Старик махнул кнутом:

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лашасем питӗ хӑвӑрт чупрӗҫ, Опанас пичче пушшине кӑтартрӗ кӑна, лашасем тата хытӑрах чупма тытӑнчӗҫ.

Лошади очень скоро бежали, а дядя Опанас только кнутик достал, они сразу ещё скорей.

Матвей Иванович пире илме лашасем ячӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех